Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ачасен ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчи, вӗренӳри тата спортри вӑй-халне республикӑри сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ырми-канми ӗҫӗ тивӗҫтерет.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин ҫӗнӗ Программинче ҫапла каланӑ: «Анчах нациллӗ уйрӑмлӑхсем, уйрӑмах чӗлхе тӗлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсем, пӗтсе пырасси классем хушшинчи чикӗсем пӗтсе пынинчен чылай ытларах вӑраха каякан процесс пулса тӑрать».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Союзлӑ республикӑсем хушшинчи чикӗсем ССР Союзӗнче хӑйсен малтанхи пӗлтерӗшне ытларах та ытларах ҫухатса пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр-пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать, кашни халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчи ыйтӑвӗсене пӗр пекех тивӗҫтереҫҫӗ, хӑйсен пурнӑҫ интересӗсем пӗр пек пулнӑ май вӗсем пурте пӗр ҫемьене пӗрлешсе тӑраҫҫӗ, пӗр тӗллев патне — коммунизм патне пӗрле пыраҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Муниципалитет округӗнче йӗркеленнӗ общество палатин членӗсем патшалӑх ветеринари станцийӗн округри ертӳҫи Денис Баймушкин хутшӑннипе «Хуҫасӑр чӗр чунсен тӗлӗшӗнчи яваплӑх ҫинчен» саккун проектне сӳтсе явнӑ.
Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-6/
Муниципалитет округӗн администрацийӗн административлӑ право йӗркине пӑснин тӗлӗшӗнчи ӗҫсене тишкерессипе тимлекен комиссин апрелӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ ларӑвӗнче те типӗ курӑкпа ҫӳп-ҫапа ҫунтарма чарнин тӗлӗшпе республикӑра ҫирӗплетнӗ хӑрушсӑрлӑх режимне пӑхӑнман ҫынсен пирки ҫырнӑ протоколсене пӑхса тухма тивнӗ.
Каласан та итлемеҫҫӗ-и? // С.АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... ce-%d0%b8/
Чи анлӑ сарӑлнӑ версисем хушшинче: политика тӗлӗшӗнчи йывӑрлӑх, социаллӑ хумхану тата ҫутҫанталӑк улшӑнни.Среди популярных версий политические проблемы, социальные потрясения и изменение окружающей среды.
Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html
Вара ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ — вырӑс обществин 1812 Ҫулхи вӑрҫӑ тапхӑрӗнчи тата декабристсен малтанхи вӑрттӑн союзӗсем пуҫланнӑ ҫулсенчи пурнӑҫне, вырӑс ҫыннисен ӗҫне-хӗлне, паттӑрлӑхне, ҫемье ыйтуне, уйрӑм ҫыннӑн историри рольне, обществӑ умӗнчи тивӗҫне «халӑх шухӑшӗн» ҫутипе, Толстойӑн истори, философи, нравственноҫ тӗлӗшӗнчи шухӑшӗсен, ӑнланӑвӗн, вӗрентӗвӗн ҫутипе кӑтартса пани, ӑнлантарни, теҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Произведенин композицийӗ те, жанр тӗлӗшӗнчи структури (йӗрки) те, ритм та тата ыттисем те формӑ пайӗ, элеменчӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем пирӗншӗн тата килес ӑрусемшӗн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчи пархатарлӑ тӗслӗхсем шутланаҫҫӗ.Их подвиги задают высокие моральные и нравственные ориентиры для нас и будущих поколений.
Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec
2023 ҫул валли республика Правительстви умне ҫакӑн пек тӗллевсем лартатӑп: экспорт портфелӗн диверсификацине тӗпе хурса тата ҫакӑнпа пӗрлех пулӑшу памалли ҫӗнӗ формӑсемпе тата регионти 2.0 экспорт стандарчӗпе усӑ курса экспортӑн ҫӗнӗ географине йӗркелемелле, экспорт тӗлӗшӗнчи менюна хута ямалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Концепци Чӑваш Енӗн ҫывӑх ҫулсенчи тата инҫет пуласлӑхри экономикӑри тата финанс тӗлӗшӗнчи ӗҫ йӗркине палӑртать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Эсир право тӗлӗшӗнчи ҫут ӗҫне лайӑхлатас тата граждансен право ӑнланӑвне ӳстерес, тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарас ӗҫе мӗнлерех пысӑк тӳпе хывнине хак пама та йывӑр.
Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/03/gla ... et-s-dnyom
«Культурӑпа кану учрежденийӗсен ӗҫӗ пирки калас пулсан, паянхи кун халӑхӑн шухӑш-кӑмӑл тата ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчи сывлӑхне упрас, пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес тесе нумай ӗҫленине палӑртмалла.
Ҫӗнӗ клуб халӑха пӗрлештерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/ce%d0%bde-% ... b5%d1%80e/
«Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ чухне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ тӗслӗхсенче принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне тата принципал обязательствӑсене пурнӑҫлассине тивӗҫтернин ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслес (тишкерес) ӗҫе пурнӑҫлать, ҫапла майпа гаранти парса илнӗ обязательствӑна пӗтӗмпех е унӑн мӗнле те пулин пайне пурнӑҫланӑ гарант малашне принципал умне регресс требованийӗсем тӑратма пултарнине тӗрӗслет, ҫавӑн пекех принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне мониторинг тӑвать, уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ хыҫҫӑнхи ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслесе тӑрать;»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
7. Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене уйӑрса панине тата пурнӑҫланине, ҫав шутра принципалӑн, унӑн поручителӗсен (гаранчӗсен) финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне тишкерессине, принципалӑн, унӑн поручителӗсен (гаранчӗсен) тата ытти ҫынсен Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панипе тата пурнӑҫланипе пулакан тивӗҫӗсене тӗплӗ тишкерсе шута илессине, асӑннӑ ҫынсен парӑмӗсене шыраса илессине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ Чӑваш Республикин республика бюджечӗ ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунӗпе килӗшӳллӗн явӑҫтаракан агент пурнӑҫлать.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
«5. Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ чухне принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне тишкерессине, ҫак статьян 11-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗпе килӗшӳллӗн уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслессине, ҫавӑн пекех принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне мониторинг тӑвассине, уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ хыҫҫӑнхи ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслесе тӑрассине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн акчӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики Финанс министерстви е ҫак статьян 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн явӑҫтарнӑ агент пурнӑҫлать.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмӗ тивӗҫлӗ шайра пулни;финансовое состояние принципала является удовлетворительным;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Ют ҫӗршыв гражданӗсене тата гражданлӑхсӑр ҫынсене Чӑваш АССРӗнче законпа палӑртнӑ правӑсемпе ирӗклӗхсем, ҫав шутра хӑйсен уйрӑм ҫын прависене, пурлӑх, ҫемье тӗлӗшӗнчи тата ытти прависене хӳтӗлеме судран тата государствӑн ытти органӗсенчен пулӑшу ыйтмалли право гарантилеҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.
Чӑваш АССР гражданӗсем, мӗнле сийрен тухнипе, социаллӑ пурнӑҫпа пурлӑх тӗлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсене, мӗнле раса тата мӗнле наци ҫынни, арҫын е хӗрарӑм пулнине пӑхмасӑр, мӗн чухлӗ вӗреннине, мӗнле чӗлхепе калаҫнине, тӗп ҫине мӗнле пӑхнине, мӗнле тата хӑш ӗҫре ӗҫленине, ӑҫта пурӑннине тата ытти сӑлтавсене пӑхмасӑр, закон умӗнче пӗр тан.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.