Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗннине (тĕпĕ: тӗлӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван Кузьмич ним калама аптраса тӑчӗ, вӑл тӗлӗннине Эльвира та асӑрхарӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Кам эсӗ, мӗн эсӗ? — хӑй тӗлӗннине пытараймасӑр ыйтрӗ салтак чӗрчуна ывӑҫ тупанӗ ҫине тытса.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Эсекел тӗлӗннине сисет Шывхуҫи, часах хӗр хӑйӗн арӑмӗ пулассине иккӗленмест те, мухтана-мухтана халиччен никама кӑтартман хаклӑ япаласене кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Каткей тете, эсир кунта мӗн туса ларатӑр вара. – кӑшкӑрса ячӗ Ванюк, хӑй тӗлӗннине пытараймасӑр, — эсир тахҫанах вилнӗ вӗт-ха!

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр ултӑ ҫулсенче чухне эпӗ пӗррехинче нихҫан курман ӳкерчӗк курса тӗлӗннине астӑватӑп: кӗнеки, ӗмӗрхи сӗм вӑрмансен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑскер, «Чӑн пулнӑ историсем» ятлӑччӗ.

Когда мне было шесть лет, в книге под названием «Правдивые истории», где рассказывалось про девственные леса, я увидел однажды удивительную картинку.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӗске вӑхӑтлӑха тӗнчери радиостанцисем чыхӑнса кайса шарлами пулнӑ, тӗлӗннине ирттерсе яма, сывлӑш ҫавӑрса илме, унтан этемлӗх ҫине цивилизацин ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланни ҫинчен калакан нумай-нумай пӗлтерӳсем сапма яланхи пур передачӑсене те чарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халь вӑл хӑй тӗлӗннине, хӗрхеннине, хӑйне кӳрентернӗшӗн тарӑхнине палӑртса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Каҫарӑр, эсир кам вара? — ыйтать вӑл, хӑй ӑнланманнипе тӗлӗннине пытармасӑрах.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров та иртнӗ кунсенче округра ӗҫлӗ визитпа пулнӑ чухне ҫак шкула ҫитсе курсан хӑй тӗлӗннине пытарман:

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Вӑл аллисене пилӗк ҫине хучӗ, каҫӑрӑларах ларчӗ, ҫапла Володя арӑмне ун илемӗнчен тӗлӗннине пытармасӑр, ӑна пирвайхи хут курнӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑйне те начара хумасӑр, мӑнкӑмӑллӑн сӑнаса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Запискӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Ксюша аппӑшӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫӗсемпе тӗлӗннине кӑтартрӗ.

Ксюша, прочитав записку, оглянулась на сестру и показала глазами, как она удивлена.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

— Ну, мӗнле, Алтаккин пичей? — ыйтрӑм эпӗ, хам тӗлӗннине пытарма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫын ман пек палламалла мар улшӑннӑ пулсан, ун ҫинчен ӑна хӑйне калаҫҫӗ-и вара, уншӑн тӗлӗннине кӑтартаҫҫӗ-и?»

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Алюнов тӗлӗннине курса, Пӑкачав кӑмӑллӑн кулса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вырӑнти Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Людмила Васильева та хӗрачан хӑйнеевӗрлӗхӗнчен, ӗҫченлӗхӗнчен, ӑсталӑхӗнчен тӗлӗннине пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

— Аха, — ҫамрӑксем тӗлӗннине итлемесӗрех сӑмахне вӗҫлерӗ тимӗрҫӗ, — шӑп ҫиччӗре пырӑр, маларах пыма кирлӗ мар.

— Стало быть, — закончил кузнец, не обращая внимания на удивление парней, — приходите точно в семь, не раньше.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каччӑ куҫӗсенче иккӗленӳ те, шиклӗх те ҫук, вӗсем Арифулла тӗлӗннине ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, анчах тӗлӗнни ҫеҫ мар вара ку хӑмӑр куҫсенче, савӑнӑҫ ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Акӑ ӗҫ ту ӗнтӗ ҫакӑн пек кутӑн мӑрсасемпе! — хӑй тӗлӗннине пӗлтерсе ик аллипе те хӑлаҫланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утпа ҫӳренине нихҫан та курманччӗ-ҫке? — хӑй тӗлӗннине пытармарӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ пуплев сис-чӳллӗ пӑшӑлтатӑва куҫрӗ; кӗҫех вӗсенчен пӗри кӗскен кӑшкӑрса хӑй тӗлӗннине пӗлтерчӗ те хыпалансах ҫӳле улӑхрӗ.

Разговор перешел в подозрительный шепот; потом кто-то из них выразил удивление коротким восклицанием и ушел наверх довольно поспешно.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех