Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗкри (тĕпĕ: тӗлӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зоя та хускалман, вӑл та хӑйне илемлӗ те ырӑ тӗлӗкри пек туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Светланӑшӑн тӗлӗкри пекех иртсе кайрӗ вӑл кун…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӑл, тӗлӗкри пек, виҫӗ уйӑх каялла мӗн пулса иртнине аса илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сайра хутра кӑна лӑпкӑ ҫил вӗркелесе илетчӗ те, сарлака кӑкӑрлӑ Атӑл ассӑн сывласа яратчӗ, вара тӗлӗкри пек, такампала пӑшӑлтатса илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Кала, Эрхип, манӑн пӗлессӗм килет: мӗн пулчӗ Сантӑрккана? — тарӑн пусӑран илтӗннӗ пек туйӑнчӗ Ҫимун сасси, тӗлӗкри пек туйӑмӗ иртсе кайман-ха унӑн, шухӑшӗсем пуҫа вырнаҫаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗкри пекех ку.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑвӑрт пулса иртрӗ ку ӗҫ — тӗлӗкри пек туйӑнчӗ Эрхипе.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан асӗнче халь крючниксемпе паллашнӑ каҫ тӗлӗкри пек ҫеҫ юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ку таранччен хӑйне хӑй хӑрушӑ тӗлӗкри пекех туйса пычӗ, таврари ҫынсем тамӑкран тухса килнӗ усалсем пек курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен Матӗрнепе иккӗшӗ калаҫни ӑна тӗлӗкри пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта мӗн пулса пыни пӗтӗмпех тӗлӗкри пек туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйӑх ытла тӗлӗкри пек пурӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак сӑмахсем Пантее тӗлӗкри пек е таҫтан ҫӗр-ҫӗр метр ҫӗр айӗнчен е ҫӳллӗ-ҫӳллӗ сӑрт-ту хысакӗнчен сӑрхӑнса тухнӑн илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тӗлӗкри пек, ҫӑра тӗтре ӑшӗнче, ӳтсӗр мӗлке пек, нимӗн те курмасӑр-илтмесӗр, мӗн тунине ӑнланмасӑр ҫапкаланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшпа ирттернӗ малтанхи курнӑҫусем, юрату каҫӗсем, тӗлӗкри пек пылак ҫавраҫилсем, пӑшӑлтатни те чуптӑву, тӗтреллӗ ӗмӗтсене вӗҫни….

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳсмелле мар ӗҫес килнӗрен ҫан-ҫурӑма шӑнтса илни сисӗнкеле пуҫларӗ, эпӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хама тӗлӗкри пек туйма пуҫларӑм.

От жажды меня немного лихорадило, и я видел их будто во сне.

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Якур Вассана паҫӑр Магдале ҫӗкленӗ пекех ҫӗклерӗ те ҫулҫӑсен ҫӳллӗ купи патне хавассӑн, тӗлӗкри пек телейлӗн йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрман хӗррипе пӗр-пӗчченех, тӗлӗкри пек кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла, икӗ-виҫӗ кун, тӗлӗкри пек, ҫӳрекелерӗ вӑл сад пахчинче.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Калама ҫук улах, тӗлӗкри пек тӳлек вырӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех