Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлкӗшме (тĕпĕ: тӗлкӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ӑшра темӗнле хӑрушла кӗвӗҫӳпе хутӑш курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унтан кӗпине йытӑ ҫурнине ас турӗ те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вут пек тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук, шиклӗн те хӑюсӑррӑн каччӑ алли ҫине таянса, урипе кимӗ тӗпне пусрӗ, шӑнса кӑвакара пуҫланӑ пичӗ хуллен хӗрелсе тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак шухӑшӑн пулма пултарайми тискер сӑмахӗсенчен мӗн пур вӑйран йӗрӗнсе, сехӗрленсе, вӗсен сивлев тапӑнӑвне тӗлкӗшме пикеннӗ пусмана чиксе хунӑн таптаса Джесси куҫӗсене хупрӗ, хӑлхисене хупларӗ те йынӑша-йынӑша кравать ҫине лаштах выртрӗ; ҫав шухӑш сӑмахсене ан ҫаврӑнтӑр тесе ӑсне мӗн килнӗ ҫавна чӗтре-чӗтре мӑкӑртатать…

Всей силой ужаса и отвращения к невозможным, диким словам этой мысли, отталкивая их мрачный напор, подобно тому, как затаптывают вспыхнувшую ткань, Джесси закрыла глаза, заткнула уши и со стоном повалилась ничком на кровать, судорожно бормоча первое, что приходило на ум, лишь бы та мысль не повернулась словами.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мана курсанах пичӗ кӗтмен ҫӗртен ӑмӑрланчӗ, тӑсӑлчӗ, унтан каллех тӗлкӗшме пуҫларӗ.

При виде меня ее смеющееся лицо внезапно остыло, вытянулось и снова вспыхнуло.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хытнӑ пуль те тӑрать пуль, арҫын кӑкӑрне нимӗнпе те пулӑшма май ҫуккӑн пӗҫертсе, тӗлкӗшме пӑрахми кӑварпа вӗтелентерсе?

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мукуҫ мучи, тӗлкӗшме пӑрахнӑ чӗлӗмне ячӗшӗн тенӗ пек тепӗртак чапкакаларӗ те, кӗлне каланкка анине кайса шаккаса, хӑйне вырткаласа тӑма тунӑ тӗпелти йывӑҫ кравать ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑваттӑмӗш ирпе шурӑ ҫӳҫлӗ йӗкӗтӗн питне хӗрлӗ сӑн ҫапа пуҫларӗ, кӑнтӑрла тӗлне пӗтӗм пичӗ-куҫӗ, тӑм тивсе ҫунтарса янӑ катӑркас ҫулҫи пек, тӗлкӗшме тытӑнчӗ.

На четвертый день с утра на щеках белокурого зарозовел румянец, к полудню лицо его полыхало, как куст боярышника, зажженный морозом.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Самӑйран тин вара, эрехӗ пуссах ҫитерсен, ӑшӗ ҫунни хӑй тӗллӗнех лӑпланнӑ пек пулсан, ытлашши хытах тӗлкӗшме пӑрахсан, пуҫне пуҫелӗк ҫумне сӗвентерет те урӑх тӑраймасть, йывӑррӑн та тикӗссӗн «хуп турттарма» тытӑнать…

Но вскоре хмельной сон сморил парня, и, припав к подушке, он громко, с посвистом захрапел…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫак чулланса ларнӑ чӗрере юрату хӑвачӗ те ҫавӑн пек кӑна ирсӗр тӗлкӗшме пултарать.

Так безобразно, и только так, проявлялась любовь в его окаменевшем сердце.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Сарӑ фосфора шыв айӗпе турттарса килеҫҫӗ тата шыв айӗнчех упраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен сывлӑшра вӑл хыпса илет. Ӳте перӗнсен тӗлкӗшме, ҫунма пуҫлать, ӑна сӳнтерме май ҫук. Ҫын чӗрӗллех ҫунса каять. Мӗнпур хлор хутӑшӗ ҫуннӑ чухне диоксин хутӑшӗсене кӑларать. Ҫаксем вара ҫӗр ҫинчи чи хӑрушӑ япаласем, вӗсем цианлӑ калирен 67 хут наркӑмӑшлӑрах», - асӑннӑ япала ҫинчен каласа панӑ май пӗлтерчӗ хими профессорӗ Насакин.

"Желтый фосфор привозят подводным путем и хранят под водой. Потому что в воздухе он воспламеняется. При попадании на кожу начинает тлеть, гореть, его тушить невозможно. Человек заживо сгорает. Все соединения хлора при горении выделяют соединения диоксина. Эти на земле самые страшные вещи, они в 67 раз ядовиты от цианового калия," - сообщил химический профессор Насакин при рассказе о напомненной вещи.

Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех