Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗкӗнекен (тĕпĕ: тӗкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр самантлӑха Завьялова Виктор ҫӑварӗнчен вӗҫӗмсӗр тӗрлӗ тӗслӗ хӑю кӑларса тӑракан, ӑна вӑхӑтран вӑхӑта кӑна пӳрнисемпе тӗкӗнекен фокусник пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эхер пуҫа унашкал ӗмӗтсемпе шухӑшсем пырса кӗрес пулсан та, хам паянхи кунпа кӑмӑллӑ пулнине туйса, малашнехи тӗкӗнекен шухӑшсене ним уяса тӑмасӑрах хӑвала-хӑвала яратӑп.

Ежели же мне приходили такие мечты и мысли, то я, чувствуя себя довольным настоящим, бессознательно старался отгонять мысль о будущем.

ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир калаҫура тӗкӗнекен тӗрлӗ хӗлӗхсем ҫавнашкал килӗшӳллӗ янӑрани ӗнтӗ пире хаваслантарать те.

Мы находили удовольствие именно в этом соответственном звучании различных струн, которые мы затрагивали в разговоре.

XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир вырнаҫнӑ тӗлтен сулахаярах, шоссе ҫулне пырса тӗкӗнекен секторта, минӑсем хурса тухнӑ теҫҫӗ.

Говорили, что левее нас, в секторе, прилегающем к шоссе, заложены минные поля.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Табу ҫине пырса тӗкӗнекен ҫынна вара яланах айӑплаҫҫӗ.

К табу, как известно, нельзя прикасаться безнаказанно руками.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӗҫ-вӗҫ хӑмламаллаччӗ те вӑл, ҫавӑнпа никам та тӗкӗнекен пулмарӗ.

Была она жеребая, через это ее никто и не трогал.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ку сана тӗкӗнекен ӗҫ мар…

Это дело тебя не касается…

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Демьян Бедный сӑмахӗсем халӗ те аван-ха вӗсем, анчах килӗш: вӑтӑрмӗш ҫулта паянхи кунсене, ну, хуть коллективизацие, эппин, тӗкӗнекен, ҫӗнӗрех япала пулсан лайӑхрах…

Слова-то Демьяна Бедного хороши и сейчас, но согласись, что в тридцатом году надо бы иметь что-то посвежее, имеющее отношение к нынешним дням, ну хотя бы к коллективизации…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫуллахи вӑхӑтра эпир Кӗмӗл Хырлӑхри тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ пӗчӗк ҫуртра ирттертӗмӗр, ҫуртӑн йывӑҫ маччисемпе кӗтмен ҫӗртенех стена хӗррине тӗкӗнекен коридорӗсене илемлӗн тӗрлесе пӗтернӗ.

Лето мы провели в Серебряном Бору, в старинном заброшенном доме с маленькими лестницами-переходами, с резными деревянными потолками, с коридорами, внезапно кончавшимися глухой стеной.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

8. Ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Мана Вӑл хӑвӑра ҫаратнӑ халӑхсем патне мухтавшӑн ячӗ, мӗншӗн тесен сире тӗкӗнекен Унӑн куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет, тет.

8. Ибо так говорит Господь Саваоф: для славы Он послал Меня к народам, грабившим вас, ибо касающийся вас касается зеницы ока Его.

Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех