Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗксӗмччӗ (тĕпĕ: тӗксӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мастерскойра, кӑнтӑр кунне пӑхмасӑрах, чӳрече каррисене карса лартнӑран, тӗксӗмччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав кун ман патӑма пырса кӗрсен эсир ҫав тери тӗксӗмччӗ, эпӗ вара питӗ хытӑ юрататтӑм, хӗрхентӗм сире, эсир вара… йӗксӗк, чӑн-чӑн хурах иккен.

В тот день, когда вы были у меня такой мрачный, я вас так сильно любила и жалела, вы оказались подлецом и преступником.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫӗрле 12 сехетре каҫхи апат лартса пачӗҫ — типсе хытнӑ чӑкӑт татӑкӗ те темӗнле пӗчӗк аш куклисем, вӗсем мана тӗрлӗ паштетсенчен те тутлӑрах пек туйӑнчӗҫ; эрех пӗр кӗленче кӑначчӗ, кӗленчи те тӗксӗмччӗ, сарлака туталлӑччӗ, эрехӗнчен те хӗрлӗ сӑрӑ шӑрши кӗретчӗ; тепӗр тесен, ӑна никам та ӗҫмерӗ.

В двенадцатом часу ночи подали ужин, состоявший из куска старого, сухого сыру и каких-то холодных пирожков с рубленой ветчиной, которые мне показались вкуснее всяких паштетов; вина была всего одна бутылка, и та какая-то странная: темная, с раздутым горлышком, и вино в ней отдавало розовой краской: впрочем, его никто не пил.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ун ҫинчен эпӗ: ытарма ҫук илемлӗ хӗр вӑл, тесе каласшӑн мар; сарӑрах сӑнлӑ пит-куҫӗ унӑн ыттисенни пекехчӗ, вӑрӑм куҫхаршиллӗ куҫӗсем ҫеҫ пысӑкчӗ, каҫхи пӗлӗтсӗр тӳпе пек, таса та тӗксӗмччӗ

Я не могу назвать ее красавицей: личико худенькое, с желтой кожей — только глаза большие, с длинными ресницами и белками синеватыми, словно вечернее небо, ясное и прозрачное.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Вӑл тӗксӗмччӗ, Ромашова та ытла кӑмӑллӑнах сывлӑх суймарӗ.

Он хмурился и не совсем любезно поздоровался с Ромашовым.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑй вӑл ыйхӑллӑччӗ, тӗксӗмччӗ.

Был он заспан и хмур.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсемпе пӗрле унта тата тепӗр хӗрарӑм пурччӗ — ҫӳлӗ те тӳп-тӳрӗ, хӑма евӗр лаптак кӗлеткеллӗскер; янах шӑммисем унӑн лашанни пекчӗ, хӑрӑм тӗслӗ хура, чалӑш куҫӗсем — тӗксӗмччӗ.

Была там с ними еще одна баба — высокая, прямая, плоская, как доска, с лошадиными челюстями и тусклым взглядом черных, точно угли, косых глаз.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм.

Я глубоко чувствовал добро и зло; никто меня не ласкал, все оскорбляли: я стал злопамятен; я был угрюм, — другие дети веселы и болтливы; я чувствовал себя выше их, — меня ставили ниже, я сделался завистлив.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗлӗкре ку пӳлӗм тӗксӗмччӗ, чӳречесӗрччӗ, ӑна лапӑрчӑкрах сарӑ ҫутӑ ҫутатса тӑратчӗ, ҫак ҫутӑра ҫынсем мӗлкесем пек шӑватчӗҫ…

Во сне эта комната была мрачной, без окон, ее освещал грязновато-желтый свет, в котором люди двигались, как тени…

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех