Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Мирун пӗҫернӗ ҫӗрулми ҫине ҫӑнӑх хушса тӗвет.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анне тӑвар килли ҫинче сухан тӗвет.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ тарласа чӑм шыва ӳкрӗм ӗнтӗ, хырӑм та чӑрлатрӗ — куҫлӑх ҫаплах кӗлтесене тӗвет.Я взмок весь, хоть выжимай, и в животе урчит с голоду, а очкарик знай метелит снопы:
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Гариф ӗҫсӗр ларасран аллинчи кӗреҫипе умӗнчи тӑпрана тӗвет, ӑна авӑсса йӗри-тавраналла сапалать.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Нимӗн те ӑнланмарӗ. Уйрӑлас патне ҫитсен те, ӑнланмарӗ. Пурпӗр хӑйӗнне тӗвет».
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тӳррӗн чашлаттарса тӑракан хӑватлӑ ҫумӑр, тӑхлан пек йывӑрскер, ҫӗре татти-сыпписӗр тӗвет; вӑл миллионӗ-миллионӗпе вӗтӗ-вӗтӗ тумламсем сирпӗнтерет те, ҫав сирпӗнчӗксен ҫил варкӑштарса хӑвалакан пӗлӗчӗ ҫиҫӗм ҫутинче майӗпен кусакан тӗтӗм пек курӑнса каять.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Сашка мучийӗ хӑй те вара, лашисене пуҫтарать те, кухньӑна шыв ҫӗклесе парать, сыснасем валли ҫӗрулмине тукмакпа тӗвет тата ытти майсемпе те Аксинйӑна пулӑшса пырать, ун умӗнче тӑпӑртаткаласа, аллисене кумкалать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анисья кухньӑра та, пахчара та ӗҫлет, чӑх-чӗп те пӑхать, урай та ҫӑвать, кӗпе-йӗм те ухать; вӑл пӗччен туса ҫитереймесен, Агафья Матвеевна та ирӗксӗрех кухньӑра хӑй ӗҫлет: вӑл сахал тӗвет, аллать, хырать, мӗншӗн тесен кофе, корица, миндаль сахал пӗтет, чӗнтӗрсем ҫинчен вӑл шухӑшлама та манчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ вара, Илья Ильич ун ҫемйинчи ҫын пулнӑранпа, вӑл урӑхларах аллать те, тӗвет те.А теперь, когда Илья Ильич сделался членом ее семейства, она и толчет и сеет иначе.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кил хуҫи арӑмӗ пӗрмай ӗҫлет, пӗрмай мӗн те пулин якатать, тӗвет, хырать; халь ӗнтӗ вӑл Обломов хӑйне уҫӑ алӑк витӗр курнине асӑрхасан та чӑрманса тӑмасть, тутӑрпа пӗркенмест, кулса илет те каллех тӑрӑшса тем тӗвет, якатать, пысӑк сӗтел ҫинче тем хырса тасатать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1