Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑшманӗсемпе (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йывӑр тӗттӗмлӗх витӗр Аслӑ Октябрь ҫутатнӑ кунсенче чӑвашра ирӗклӗ те ҫутӑ пурнӑҫ тӑвассишӗн ӗҫ халӑхӗн тӑшманӗсемпе хӑюллӑн кӗрешет; вӑл граждан вӑрҫи пынӑ юнлӑ хирсенче ютсемпе ҫапӑҫать; вӑлах, каярахпа, юхӑннӑ хуҫалӑха ура ҫине тӑратассишӗн, хӑш чух выҫӑ пулин те, пӗр ӳпкелешмесӗр йывӑр ӗҫе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Халӗ унӑн хӑй императрицӑ тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнине урӑхларах та пулин кӑтартмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пионер Тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсемпе виличчен ҫапӑҫма хатӗр пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Анчах ҫынна ҫын хӗснипе, пусмӑрланипе, улталанипе, ҫӗршывӑн тулашри тата шалти тӑшманӗсемпе кӗрешме те, хӑвна «тӑп-тӑп тытса» активлӑ пурӑнма та сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳрекен моральпе ҫеҫ авӑрланни ҫителӗксӗр (ку тӗлелле те «коммунизм тӑваканӑн мораль кодексне» системӑласа, «пӗҫерсе кӑларма» ӗлкӗрейменччӗ-ха) — чӗрӗ, ырӑ тӗслӗхсем (идеалсем) те кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑшманӗсемпе кӗрешме ӑсӗ пур.

Сражаться с недругами у него достанет ума.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку вӑл патша тӑшманӗсемпе явӑҫса каясран сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сехасин патшалӑх тӑшманӗсемпе ҫыхланнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑнтанпа каллех Совет влаҫӗн шалти тӑшманӗсемпе пӗтӗм курайманлӑхпа, чунне-вӑйне парса кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Совет влаҫӗн тӑшманӗсемпе

— С врагами советской власти…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Халӑхсем халӗ те хӑйсен тӑшманӗсемпе пӗрле тусӗсене хирӗҫ пыраҫҫӗ, халӑхсем вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе пымаҫҫӗ, вӗсене хӑвалаҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ.

— Народы и ныне идут с врагами своими против друзей, народы не по своей воле идут, их гонят, насилуют.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Турӑ ҫапла хушать: «Ан вӗлер», анчах вӑрҫӑ хирӗнче тӑшмана вӗлерме турӑ хӑй хушнӑ пирки, халӗ те турӑ тӑшманӗсемпе патшана хирӗҫ тӑракан палхавҫӑсене вӗлерни ҫылӑх мар.

Заповедь божья гласит: «Не убий», но поколику на брани воинской не в грех господом, богом вменяется убиение воинов враждебного стана, то и ныне не в грех истребление врагов божьих и царских крамольников.

XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унӑн пуҫӗнче пӗр шухӑш ҫеҫ: пурте лайӑх пурӑнма тытӑнччӑр тесе ӗҫлесси, чухӑнсен тӑшманӗсемпе кӗрешесси, эсӗ пур, унӑн аллисене ҫыхатӑн.

У него только одно на уме: работать, чтобы всем стало хорошо, бороться с врагами бедняков, а ты его по рукам связала.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Халӗ мана сакӑр пая касса пайласан та, эпӗ пӗрех коммунистсен партийӗпе пӗрле каятӑп, унӑн мӗнпур тӑшманӗсемпе мӗн вӗҫне ҫитиех кӗрешетӗп», — терӗ вӑл хӑйне хӑй.

«Разруби меня теперь на восемь частей, я все равно пойду вместе с коммунистической партией и до конца буду бороться против всех ее врагов», — сказал он самому себе.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Паянтан тытӑнса сирӗн тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗсемпе тата паттӑртарах ҫапӑҫмалла.

Отныне вы обязаны ещё смелее, ещё искуснее драться с врагами нашей Родины.

16. Манӑн пурнӑҫри телейлӗ кун // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах мана вӑл чаплӑ ӗҫсем ҫинчен, хастарлӑ та ҫирӗп партизансем ҫинчен, Тӑван ҫӗршыв тӑшманӗсемпе ҫапӑҫни ҫинчен каласа панисем ытларах килӗшетчӗҫ.

Но больше всего нравились мне его рассказы о ратных делах, о стойких и отважных партизанах, о боях с врагами Родины.

5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫак службӑра тӑрса, майор Тӑван ҫӗршыв тӑшманӗсемпе кашни кун, кашни сехетре кӗрешет.

По долгу службы ежедневно, ежечасно боролся с заклятыми врагами родины.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хӗвел йӑлтӑртатса пӑхсан, вӑл хӑйӗн тӑшманӗсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулчӗ те, ун чӗринче каллех кӗрешӳ хӑвачӗ ҫӗкленчӗ, халь ӗнтӗ вӑл нимрен те хӑрамарӗ.

Как только засияло солнце и он встретился лицом к лицу со своими врагами, в нем снова пробудился дух борьбы, и он уже ничего не боялся.

VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах вырӑс халӑхӗ революци тӑшманӗсемпе паттӑрла ҫапӑҫнӑ.

Но русский народ героически сражался с врагами революции.

Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ҫак вӑхӑтра Российӑри мӗнпур хресченсем хӑйсен тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнӑ.

Вся крестьянская Россия в ту пору поднялась против иноземных захватчиков.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

— Тӑван ҫӗршыв тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух — яланах ҫавӑн пек, — терӗ Симурден.

— Да, если имеешь дело с врагами отечества — всегда, — сказал Симурдэн.

III. Чи вӑрттӑн шухӑшсем хускални // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех