Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫкери хӗрсем те, ҫамрӑк мар арӑмсем те чи капӑр тумӗсене тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ку вӑхӑтри туй арӑмӗсен тумӗсенче ҫакӑн пек пайсем пулаҫҫӗ: капӑр кӗпе (ӑна ҫутӑ, илемлӗ тавар-пусмаран ҫӗлеҫҫӗ, тӗрлемеҫҫӗ, анчах расна пӗрмесемпе, хуртасемпе, лентӑсемпе илемлетеҫҫӗ); пуҫ ҫинче ⎼ хушпу (халӗ ӑна чылайрах ӗлӗкхи шурӑ сурпансӑрах тӑхӑнаҫҫӗ); мӑй ҫыххисемпе кӑкӑр ҫине ҫакмалли эрешсем (тепӗр чухне пӗр пысӑк кӑкӑр эрешӗ ҫеҫ); аркине тӗрленӗ саппун; пиҫиххи; ҫум ҫаккисем вырӑнне тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Вӗсем ҫие мӗн тӑхӑнаҫҫӗ ⎼ пурне те килти хуҫалӑхри чӗр тавартан хатӗрлеҫҫӗ: ҫи-пуҫӗ ⎼ пусапа йӗтӗнрен; ҫиелти тумтирӗпе ура тумӗ ⎼ ҫӑмран; тӗрри-эрешӗ ⎼ ҫӑмран, килти ҫипрен; пӗветмелли сӑрри ⎼ курӑкран тунӑскер… е пасарта илнӗскер…

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Раманпа Анюта ҫӗрӗ улӑштарса тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрмансем, ращасем ҫурхи ем-ешӗл тумтирне тӑхӑнаҫҫӗ.

Леса и рощи оденутся в яркий зеленый весенний наряд.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫынсем тутӑрсем ҫыхаҫҫӗ, кӗрӗк тӑхӑнаҫҫӗ.

Люди кутаются в платки и шубы.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Халӗ ҫамрӑксем ку кӗпене спектакльте Елюкпа Нарспие вылянӑ чухне тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Ачасем уяв тумтирне ҫулталӑкне пӗрре тӑхӑнаҫҫӗ, каярах ҫӳреме хӑтлӑ тумтир ҫине куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳ кунӗ тӑкаксемсӗр пулмасть // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/news/v-ren/2023-08-22 ... st-3398040

Пирӗн ҫӑмӑл промышленность представителӗсем хӑйсен таварӗсене сутмалли вырӑнсене палӑрмаллах анлӑлатрӗҫ, халӗ Казахстан, Таджикистан, Беларуҫ, Азербайджан ҫӗр-шывӗсенче пурӑнакансем пирӗн чӑваш ӑстисем туса хатӗрленӗ тумтире тӑхӑнаҫҫӗ.

Представители нашей легкой промышленности расширили географию поставок в Казахстане, Таджикистане, Беларуси, Азербайджане носят нашу чувашскую одежду.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Ӗҫре вӗсем халат айӗнчен кивӗрех кӗпесем тӑхӑнаҫҫӗ пулсан, яла кайма е клуба тухма та запас ҫи-пуҫ тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫитменнине вӗсем пурте шап-шурӑ катан пиртен ҫӗлесе чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Халь, ав, ун пек штиблетсем ватти-вӗттипех тӑхӑнаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кунашкал плащсене офицерсем тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кунти ҫынсем чиркӗве ҫӳреҫҫӗ, чӑваш тумӗ тӑхӑнаҫҫӗ, калаҫасса вара мишерле калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кур-ха, сӑхман-кӗрӗк айӗнчен тимӗр кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн патри чӑвашсем те шупӑр тӑхӑнаҫҫӗ, — хирӗҫлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен те пулмасть — ҫӗмӗртпе палан чӗнтӗрлӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тумне хывнӑ ҫӗре хурӑн ҫырли аврисем шап-шур ҫеҫкене лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бекеша текеннине шурӑ офицерсем тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсен тумӗ вырӑссеннинчен кӑшт уйрӑмрах: пуҫ ҫинче — тӳпеттей, ҫурӑм ҫинче — джут пирринчен ҫӗленӗ михӗ, ӑна, кӗтесрен шалалла тавӑрса, пуҫ ҫине тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫири тумтирсене ватас мар тесе, тиевҫӗсем ӗҫ тумтирӗ тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех