Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхтамасӑр (тĕпĕ: тӑхта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен журналистсем парти хушнине пӗр тӑхтамасӑр пурнӑҫлаҫҫӗ, партин хӗрӳ сӑмахне ҫавӑнтах халӑх патне ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ним тӑхтамасӑр больницӑна ӑсатмалла! — терӗ Тина хыпаланса.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Халӗ вара пӗр тӑхтамасӑр вӑрман вӑррисемпе кӗрешӳ пуҫарса ямалла.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шар курнӑскере пӗр тӑхтамасӑр пульницӑна ӑсатнӑ.

Пострадавшего незамедлительно госпитализировали в одну из клиник.

Кӑнтӑр Корейӑра робот ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36509.html

Пӗчӗк принц пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухрӗ, анчах шухӑшӗ-ӗмӗчӗ унӑн чечекӗ еннеллех вӗҫрӗ.

И Маленький принц пустился в путь, но мысли его были о покинутом цветке.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Калӑпӑр, эсир мана ним чухлӗ те тӑхтамасӑр, ҫак самантрах, ҫула тухма хушу пама пултаратӑр.

Например, повелите мне пуститься в путь, не мешкая ни минуты…

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑш хыпнӑ Васса пӗр стакан лимонада пӗр тӑхтамасӑр ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа ӑна пӗр тӑхтамасӑр имплант лартмалла.

Поэтому ему нужно незамедлительно поставить имплант.

НТВ кураканӗсене Чӑваш Енри ачана пулӑшма ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35833.html

Ӑна пӗр тӑхтамасӑр санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ.

Ее немедленно доставили на вертолете санавиации в Чебоксары.

Чӗри минутра 30 хут кӑна тапнӑ: хӗрарӑма вертолетпа Шупашкара илсе ҫитернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35502.html

Унччен татса паман ыйтусене пӗр тӑхтамасӑр татса памалла.

Множество ранее нерешённых проблем и невыполненных обязательств потребуют немедленного решения.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шухӑшсене пӗр тӗвве пуҫтарса пӗр тӑхтамасӑр ӗҫе пуҫӑнма хистекен хыпар пӗлетӗр.

Узнаете новость, которая заставит вас собраться с мыслями и начать действовать незамедлительно.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑншӑн тав туса сан мана пӗр тӑхтамасӑр качча илмелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Пӗр тӑхтамасӑр ялтан тухса тармалла», — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӳрленсе тӑрса хӑй тӑхӑннӑ-ҫакнӑ япалисене майлашуллӑ йӗркене кӗртсен пӗр тӑхтамасӑр малалла, тӑвалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Атте Кайӑк ятлӑ хурасшӑн пулнӑ та, анчах анне килӗшмен: «Тӑхтамасӑр, васкаса ҫуралчӗ, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихҫан хыпаланмалла ан пултӑр — Тӑхти ятлӑ хурар», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пирӗн ҫак ӗҫе пӗр тӑхтамасӑр пуҫӑнмалла, халех!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Росгвардире ӗҫлекенсем пӗр тӑхтамасӑр асӑннӑ адреспа ҫула тухнӑ.

Сотрудники Росгвардии незамедлительно проследовали по указанному адресу.

80 пинлӗх тавар йӑтса тухас тенӗ арҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33600.html

Унччен ҫынна шанакан ватӑсене хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене пӗр тӑхтамасӑр операци тумалла тесе ҫавӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ылтӑнпа» тӳлетпӗр... // Ольга АНДРИЯНОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 12 с.

Симптомсене асӑрхасан пӗр тӑхтамасӑр тӗрӗсленӗр.

Не игнорируйте подозрительные симптомы, проверьтесь!

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗҫлемен ӗҫсем юлнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр ӗҫлӗр.

Если у вас остались незавершенными какие-либо дела, срочно это исправляйте.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех