Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑтӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эхей, кун пек хӑна килсех тӑтӑр, — савӑнӑҫлӑн ялкӑшать Петӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тӑтӑр пулатчӗ пуп е Иванюк патӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уҫӑлса каятчӗ кӑкӑр, Сывлама та ҫӑмӑл, Ҫӗкленмесӗр епле тӑтӑр Ҫакӑн пек чух кӑмӑл!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӑть пӳлмере вырттӑр вӑл, хӑть ҫын аллинче тӑтӑр — пур пӗр пек.

Пусть хоть в закромах лежит оно, хоть в чужих руках — все одно и то же.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ют ҫын арӑмне кам шеллесе тӑтӑр?

Кто ж будет жалеть чужую жену?

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кучченеҫӗ килех тӑтӑр эппин.

Пусть и далее будет радовать подарками.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сире эп тӗне кӗнӗ пуль тенӗччӗ эсир — киреметҫӗсем пулса тӑтӑр.

Я ведь думал, вы крещеные, а вы оказались киреметниками.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫын тени вӑл аслисенчен чӗтресе тӑтӑр.

Это очень хорошо: пусть знает, кто перед ним.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑтӑр анӑраса кайиччен урамра тет.

Пусть стоит до тех пор, пока не сломается и не станет сговорчивей.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗмеркке, Энчуххана каласа парас, киремете парне кӳме хатӗрленсе тӑтӑр тесе вӗсен умне ҫитнеччӗ ҫеҫ, юнашар картишӗнчен пӗчӗк ача макӑрса тухрӗ.

Тимеркке же направился к Энчуххе — сказать, чтобы готовила подношение киреметю. Вдруг из ворот соседнего дома выбежал плачущий мальчонка.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хурлӑхан е хӑмла ҫырли шӑрши кӗрсе тӑтӑр тесе кӑмака хутса кӑларнӑ хыҫҫӑн хурлӑханпа хӑмла ҫырли туни пӑрахса ҫунтараҫҫӗ.

Для того, чтобы в избе пахло смородиной, малиной, орехами…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аякранах! курӑнса хӑратса тӑтӑр тесе Ивук унӑн хуппине те каҫах шуратса хучӗ.

А чтобы посох лучше был виден в темноте, Ивук остругал его накануне вечером, и теперь он белел издалека.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялӗ тӑра тӑтӑр.

Деревня пусть остается чистой.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Лайӑххи пӗрмаях валта илӗртсе тӑтӑр.

— Хорошего помаленьку, чтоб надолго хватило.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Умра халь тӑтӑр выҫӑ вилӗм — Ҫапах шутламӑп ӳкӗнме.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, пултӑрччӗ ун кунӗ вӑрӑм, Ялан вӑл тӑтӑр ыткӑнса.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эс тӗтрене сирсе ан хӑшкӑл, Сӑлтав пулса ан тӑтӑр мӑшкӑл, Сая яма хастар пуҫа.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуҫ тӑрринче авӑрланӑ пӑшал ҫакӑнса тӑтӑр, упа таврашӗ пырса тухас пулсан, ӑна персе ӳкерес.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла караппӑл сирӗн пӳрт тӗлне ӳлӗмрен те вӗҫсе килсех тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Талантлӑ авторӑн пултарулӑх вучахӗ ҫынсен чунӗсене ӑшӑтсах тӑтӑр!

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех