Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑтӑм (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, эрне каярах ҫеҫ-ха шыва сикме тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ сире шелленипе ним калама аптраса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Бензиншӑн укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн касса умӗнчен кайма кӑна тӑтӑм, пӑхатӑп — Николай Сергеев паллӑ артист пысӑках мар пӳлӗме кӗчӗ те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Эпӗ варрине мӑнаҫлӑн тухса тӑтӑм та икӗ еннелле алӑсене ҫӗклесе пурне те лӑпланма хушрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Пӗр самант пач ҫухалса кайрӑм, ним тума, ним калама аптӑраса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ун хыҫҫӑн ним пулман пекех чӳрече патне пухӑннӑ ушкӑн ҫумне пырса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫӳлте тӑрса йӗркеллӗ купалаймасан тележка тепре тӳнсе кайӗ те хамӑра йывӑр пулӗ тесе утта аялтан парса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Малтан, делянка хӗрринче, вӑрман касакансене сӑнаса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ҫак ӗҫе эпӗ кӑшт уҫӑлнӑ алӑкпа иконостас хушшинчи хушӑк витӗр куҫ илмесӗр пӑхса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Эпӗ те ҫавсен шутӗнче пулса тӑтӑм хайхи.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Вырӑн ҫинчен тӑмасӑрах ирӗклӗн карӑнса илтӗм; салтакранах килнӗ «командирски» алӑ сехечӗн йӗпписене куҫпа шыраса та пӗтереймерӗм — шалти пӗтӗм хӑват пружинӑланчӗ, чун сӳ-ӳ-ӳ! сӳлетсе кайрӗ, тапса янӑ мечӗк пек вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тилхепене салтма-вӗҫертме тӑтӑм — пӑвӑнса ларнӑ, урапа кустӑрмине каялла ҫавӑрттарма хӑтлантӑм — вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

— Эпӗ айккинелле ҫеҫ пӑрӑнса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ ун патне пырса тӑтӑм та, хам ача чухне авӑн ҫапнӑ кунсене аса илме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Эпир ӳстерен тӗлӗнтермӗшсем // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Лайӑхрах пӑхрӑм та хайхискерсене — шалт тӗлӗнсе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малтан эпӗ сирӗнтен инҫе мар, вӑрманта хӗсметре тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эп ирхине тӑтӑм та, чӳречерен пӑхрӑм та шалтах кайрӑм аптраса: палан ҫинче ҫич улма тӑчӗҫ ирпе ҫакӑнса, кайран куҫнӑ темшӗн-ҫке чие йывӑҫӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Эпӗ пӗрре сиксе тенӗ пек хӳме патне ҫитсе тӑтӑм та хамӑн Пӗчӗк принцӑма ыталаса илтӗм, вӑл юр пек шурӑччӗ ӗнтӗ.

Я подбежал к стене как раз вовремя, чтобы подхватить моего Маленького принца. Он был белее снега.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ чул хӳме никӗсӗнчи хӑйӑр ҫине куҫ ывӑтрӑм та шарт сикнипе каялла чакса пӗр самант хытса тӑтӑм!

Тогда я опустил глаза, да так и подскочил!

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ чарӑнса тӑтӑм, чӗре хӗссе килчӗ, хам вара ҫаплах ӑнланса илеймерӗм-ха мӗн пулса иртнине.

Я остановился, и сердце мое сжалось, но я все еще не понимал.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех