Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлса (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл, пирӗн пата ҫывхарсан, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ те темскер ҫухӑрашса автоматран пеме пуҫларӗ, ҫичӗ салтака тата икӗ йытта вӗлерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара гостиницӑна ҫитсе вырӑн илтӗм те — койка ҫине тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӑн та, эпир астӑвасса хамӑр юрӑ-сӑвӑсенче час-час асӑнакан тӑван хуламӑр — Шупашкар — кун пек марччӗ, пӗр-пӗр пысӑкрах ял пек кӑначчӗ; эпир астӑвасса уйра-хирте ҫынсене ӗмӗр хирӗҫтернӗ йӑрансем тӑсӑлса выртатчӗҫ; шкултан тӑватӑ ҫул вӗренсе тухнӑ ҫынна нумай пӗлекен тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫулӗ 800 ҫухрӑм тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Чула хӑй пӗлекен вырӑна пытарчӗ те лупасайӗнчи улӑм ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юр ҫине йывӑррӑн тӑсӑлса ӳкрӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тахӑшӗ кӗлет айне тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле васкатсан та, кӗпер тӗлне ҫитеспе салтак кӗтӗвӗ вӑрӑма тӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа малтисене чарса тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялӑн ҫурҫӗр енче Урал тӑвӗсен хӳри тӑсӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чугун ҫул икӗ енче пысӑк ял тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен еннелле Петӗр бригадир килнине чӳречерен тем хушӑра курма ӗлкӗрчӗ вӑл, анчах аптрамарӗ, алла лекнӗ минтере тӑрӑхла сак ҫине пӑрахса, урамалли чӳречене хирӗҫ тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыттисем пуҫӗсене сӗтел ҫине хунӑ та ларнӑ ҫӗртех ҫывӑраҫҫӗ, теприсем урайне тӑсӑлса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ барьер тӑрӑх тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Симӗс курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑмӑр та кайӑксен юррипе, тавралӑхпа килентӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ӳксе юласран, урапа ҫине тӑсӑлса выртса, ӳречесенчен ярса тытса ҫеҫ ҫӑлӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ку хутӗнче вӑл мана асӑрхаттарма-ятлама пултарайманнишӗн савӑнса Ирина Алексеевна патне чупсах васкарӑм, — ура сӑнчӑртан ҫакланчӗ, — ун умне, ури патне, хӗвелре ӗнтӗркенӗ ӑман пек, тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Юхан шывӗ симӗс пустав ҫине шупка кӑвак ҫиппе тӗрленӗ тӗррӗн пайӗ пек тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман ҫунтарса яракан хӗвелтен пытанса, ҫирӗк сулхӑнне ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утса ӗшеннӗ ҫынсенчен хӑшӗ ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӗ, хӑшӗ чӑнах та чечек татма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сулӑ пӗве варринелле хуллен-хуллен шӑвать, хыҫран тӑсӑлса пыракан вӗтӗ-вӗтӗ шатрашкаллӑ шыв хӳре ҫинче тулса ҫитмен уйӑх ҫӑлтӑрсемпе ташлать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех