Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑссах (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ханжасемпе икӗ питлӗ этемсем вара самантрах «этика нормисен» тутӑхнӑ сӑнчӑрсене ҫут тӗнчене туртса кӑлараҫҫӗ те ӑна аллисене малалла тӑссах хавассӑн ҫӗклесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тимӗрҫӗ лаҫҫи хыҫӗнчи пӗвере ҫу каҫа ӳссе самӑрӑлнӑ хурсем мӑнаҫлӑн ишсе ҫӳреҫҫӗ, ҫыран хӗрринче усӑнса тӑракан йӑмрасен тӑкӑнакан юлашки ҫулҫисене, вӗттӗн вӗлтӗртетсе анаканскерсене, ҫиме юрӑхлӑ мар-ши тесе, хӗрлӗ сӑмсисемпе тӗккелесе пӑхаҫҫӗ те, улталаннӑшӑн тарӑхса, авӑнчӑк мӑйӗсене тӑссах какӑлтата-какӑлтата илеҫҫӗ, кикаклатса кӑшкӑркалаҫҫӗ, вара шалалла пӑрӑнса кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Спручӗ вӑл хӑйӗн хӑрушӑ ҫекӗллӗ аллисене пӗтӗм ҫӗр ҫинче ерипен, пӗчӗккӗн тӑссах пырать, ӑна урӑхла ҫӗнтерме ҫук.

Спрут этот протягивает медленно, постепенно, но непреодолимо свои чудовищные щупальцы по всей земле, иначе его не победить.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Курсам-и, веҫ, Алтӑр Ҫӑлтӑра — ун курки тӳпе хӗрринчех ҫакӑнса тӑрать, унта та пирӗнни евӗр утӑ капанӗ пулсан — алтӑр аврине пӗрре алӑ тӑссах ярса тытмалла…

Вон погляди на Большую Медведицу — висит ее ковш над самым горизонтом, и будь там такой же стог сена — рукой бы можно было ухватиться за ручку ковша…

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Халӑх вӗсене хупӑрласа илчӗ; ҫынсем пӗр-пӗрне тӗрткелеҫҫӗ, хӗсеҫҫӗ; мӑйӗсене тӑссах кармашаҫҫӗ, лайӑхрах курасшӑн, варринче тӑраканнисем вӗсене тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ.

Толпа сомкнулась вокруг них; люди толкали и теснили друг друга, вытягивали шею и старались получше все рассмотреть, а стоявшие внутри круга отталкивали и кричали:

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Пӗлесчӗ ман, кам шуйттанӗ вӑл, ман ҫӳҫ тӑпкине тӑпӑлтарса кӑларатӑп тесе мухтанаканни? — хуллен ҫеҫ мӑкӑртатса илчӗ Левко; пӗр сӑмах та илтӗнмесӗр ан юлтӑр тесе, вӑл мӑйне тӑссах итлеме тытӑнчӗ.

— Хотелось бы мне знать, какая это шельма похваляется выдрать меня за чуб! — тихо проговорил Левко и протянул шею, стараясь не проронить ни одного слова.

III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тепӗр ҫур сехетрен ҫак хӗрарӑм, паҫӑр пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑссах ҫапла пӑшӑлтатса илчӗ:

Через полчаса она, продолжая начатый разговор, прошептала:

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Захар, Андрей Иванӑча тулӑ курма ан кансӗрлӗр тесе каласшӑн пулнӑ пек, аллине ҫӗклесе ачасене систерчӗ, хӑй мӑйне тӑссах, ун ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхрӗ.

Захар сделал предупреждающий жест рукой, словно хотел сказать детям, чтобы они не мешали Андрею Иванычу рассмотреть пшеницу, а сам, вытянув шею, не сводил с него глаз.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех