Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсрӑм (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чарӑннӑ калавӑма малалла тӑсрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпӗ унтан-кунтан кирпӗч те ещӗк йӑтса хӑпарса тӑмалли турӑм та, ӗҫе малалла тӑсрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эпӗ вара алла ун енне тӑсрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

- Ну, маттур та пирӗн республика Пуҫлӑхӗ, - тӗплӗн шухӑшласа, ӑнсӑртран ӑссӑр сӑмах персе ярасран хӑраса малалла тӑсрӑм калаҫӑва.

Куҫарса пулӑш

Кая юлса пӗлнӗ ҫӗнӗ хыпар // Анатолий ФИЛИППОВ-ТАКАН. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Аллине тӑсрӑм тет — хӗрарӑм лекрӗ тет.

Протянул руку — баба.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хӑвалӑр, ҫапӑр лашасене! — кӑшкӑртӑм та эпӗ мрамор статуя айккинчен сулахай алӑпа ҫатӑрласа тытрӑм, сылтӑммине вара малалла тӑсрӑм.

— Стегайте, бейте лошадей! — закричал я, ухватясь левой рукой за выступ подножия мраморной фигуры, а правую протянув вперед.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Сирӗн… апла… — тӑсрӑм эпӗ.

— Вы не должны, — продолжал я.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Лайӑхрах арӑм, — тӑсрӑм вырӑнсӑртарах, хама та арпаштаракан хӗрӳлӗхпе, — тупма йывӑр.

Лучшую жену, — продолжал я с неуместным и сбивающим меня самого жаром, — трудно найти.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ унран маларах револьвера ҫӗклерӗм те йӗксӗкӗн ҫамки патнелле тӑсрӑм, пусрӑм та пенӗ чухне алӑ тӗртӗннӗрен пуля тӗл лекеймерӗ.

Быстрее его я протянул револьвер к глазам негодяя и нажал спуск, но выстрел, толкнув руку, увел пулю мимо цели.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ стакан еннелле алла ҫеҫ тӑсрӑм, анчах ҫав вӑхӑтра Чубук чӳрече патӗнчен хӑвӑрт пӑрӑнчӗ те мана хыттӑн ҫапла каларӗ:

Я протянул руку к стакану, но тут Чубук быстро отошел от окна и сказал мне сердито:

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Персе янӑ гильза тата ак ҫакӑ, — эпӗ ун еннелле хӗрле ҫӑлтӑр паллине тӑсрӑм.

Гильза стреляная и вот это… — Я протянул ему звездочку.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ сыхланса, аллӑма кӑварпа пӗҫертесрен хӑранӑ пек, алла кӗсье патнелле тӑсрӑм.

Тогда осторожно, как бы боясь обжечься, я протянул руку к карману.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эсӗ куҫҫульпе исленсе килне таврӑннӑ, — тӑсрӑм эпӗ шухӑшӑма, — анчах эпир ыран пӗр-пӗрне куратпӑрах».

Ты вернулась, обливаясь слезами, — продолжал я, — но мы завтра увидимся».

II. Юрату // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.

— Аслӑ министр пулма тӗрлӗ майсем пур, — тесе малалла тӑсрӑм эпӗ хамӑн сӑмаха.

«Есть много способов сделаться главным министром, — продолжал я.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хамӑр хушӑмӑрта харкашу пулса иртнӗ хыҫҫӑн, — тесе малалла тӑсрӑм калава, — мана ҫак ҫыран ҫине антарса хӑварчӗҫ.

После ссоры, происшедшей между мной и моими спутниками, продолжал я, я был высажен на этот берег.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Юлашкинчен эпӗ хӑюллансах лашана ҫилхинчен ачашлас тесе аллӑма тӑсрӑм.

Наконец я набрался смелости и протянул руку к шее коня, желая его погладить.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мюрата ӗненнӗ пек тата договорӑн пур статьисемпе те килӗшнӗ пек пулса, Кутузов договора алӑ пусма тата ӑна хӑйӗн патне ҫирӗплетме илсе пыма тесе Мюрат патне хӑйӗн представительне янӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл патша патне «…хам вӗсен условисене йышӑнма пӗртте шутламан, — тесе ҫырнӑ. — Эпӗ ответ парса вӑхӑта 20 сехет тӑсрӑм, ҫак хушӑра пӗрмаях каялла чакса пытӑм, французсенчен икӗ марш чухлӗ каялла чакрӑм», тенӗ.

Сделав вид, что он, конечно, верит Мюрату и согласен со всеми статьями договора, Кутузов послал к Мюрату своего представителя, чтобы подписать договор и прислать ему на утверждение, а сам «…нимало не думал, — писал он царю, — принять условия. Я удержался ответом 20 часов, а между тем продолжал отступать и успел отойти от французов два марша».

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Эпӗ алла тӑсрӑм та, шӑнкӑрав кнопкине пусрӑм.

Я протянул руку и нажал кнопку звонка.

Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Савӑнӑҫлах мар ӗнтӗ кун пек шухӑшсем, анчах ҫак «кинона», пӗр пуҫланӑ япала, чарӑна пӗлмесӗр, малаллах тӑсрӑм.

В общем, воображал я не об очень веселом, но раз уже принялся за это «кино», меня несло и несло дальше.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Мила ҫав тӗслӗхе манӑн алӑ тупанӗ ҫине хурасса кӗтнӗ пек, пӳрнесене сарса, алла ун енне темле, ухмахла, тӑсрӑм.

И даже глупо выставил вперед растопыренную ладонь, будто именно в эту ладонь Милочка должна была положить свой пример.

Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех