Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсас (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1980-мӗш тата 1990-мӗш ҫулсенче Тӗнчери кит тытас ӗҫ Комисси членӗсенчен - ҫӗршывсенчен чылайӑшӗ юлнӑ китсене упрама хӑварма ҫине тӑрсан, Ҫурҫӗр Атлантикӑри кит тытас ӗҫе малалла тӑсас шухӑшлӑ ҫӗршывсем, Норвеги, Фарер утравӗсем, Исланди, Гренланди тата Канада йышшисем, тӗрӗслесе тӑракан уйрӑм организаци туса хураҫҫӗ, ӑна Ҫурҫӗр Атлантикӑри сӗтпе ӳсекенсен тинӗс чӗрчунӗсене комитечӗ ят параҫҫӗ.

В результате того, что большинство стран — членов Международной Китобойной Комиссии в 1980-х и 1990-х годах встали на защиту оставшихся китов, страны, желавшие продолжить китобойный промысел в Северной Атлантике, то есть Норвегия, Фарерские острова, Исландия, Гренландия и часть Канады, создали отдельную контролирующую организацию, получившую название Комиссии по Морским Млекопитающим Северной Атлантики.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Унӑн пиҫӗ пӗвӗ шывра авкаланни витӗрех курӑнать, ирӗксӗрех ун патнелле алла тӑсас килет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Богдановӑн чӑрсӑрла вӑййа-кулла малалла тӑсас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран хаваслӑ кулӑш тапранчӗ пулсан, мӗншӗн тӑсас мар ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов Ҫтаппан ҫинчен таҫти вӑйлӑ паттӑр пек тата кулӑшла ят шутласа кӑларни цирк хуҫине кулӑша тӑсас шухӑш пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара кун тӑршшӗ ху ӑна мӗн чухлӗ тӑсас тетӗн, ҫавӑн чухлӗ тӑсӑлӗ.

И день будет тянуться столько времени, сколько ты пожелаешь.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Путевкӑна тӑсас шанчӑк пӗтнӗ, халь ӗнтӗ унӑн пӗр эрне хушши ниҫта вырӑн тупайман пек пӗр-пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳрес пулать, мӗншӗн тесен вӑл кунта пурӑннӑ чух канакансен ҫӗнӗ ушкӑнӗ килес ҫук, малтан килнисенчен — кам пултарнӑ тата камӑн кӑмӑлӗ пулнӑ — тахҫанах хӑй валли тупнӑ ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кӑштах та пулин тӑсас килчӗ манӑн ҫак саманта — ҫавӑнпа чӗнмерӗм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑхӑта тӑсас тесе канса выртрӑм, кӑн-кӑвак тӳпере шурӑ кӑтра пӗлӗт куписен тӗлӗнтермӗш ӗренкисене сӑна-сӑна килентӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫак ӗҫе вӗсем малалла та тӑсас кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Патакӑн аялти вӗҫне сылтӑмалла кукӑртса тӑсас пулать, — тесе аппа доска ҫине ҫырса хурать.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак сӑмахсене тахҫанах каласшӑнччӗ, анчах телейлӗ саманта кӑштах та пулин тӑсас килчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Участока йӗркене кӗртес ӗҫе хӗрачасем вӑрӑма тӑсас мар терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Петюк малтан маткисене тӑрантарчӗ, вӗсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ, вара тин хӑйӗн йӑх тӑсас инстинктне-кӑмӑлне ирӗке ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Унӑн хуҫийӗ, хӑй пурнӑҫне ик-виҫ минутлӑха та пулин тӑсас тенӗ пек, ҫӳллӗ ӑвӑс тӑрринелле пӗтӗм вӑйран талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ахунпа паллаштарнӑ май халех ҫакна каласа хурам: Хусан ханӗсен ӗҫне малалла тӑсас тетпӗр пулсан пирӗн шариат хушнӑ пек пурӑнмалла, пурин те ислам тӗнне йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫырусене пире йӑпатас тесе, вӑхӑта тӑсас тесе ҫеҫ ҫырнине эпир пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

- Эпӗ 2006 ҫулта ХФХ йӗркеленӗренпех сӗт турттармалли автомашина туянас, ӗне витинче сӗт пухмалли пӑрӑх тӑсас шухӑш пуҫран тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Алла тӑсас — алӑ ҫитеймест.

Схватить бы его — руки не достают.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Юлашки ҫулсенче наци проекчӗпе килӗшӳллӗн республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне упрас, вӗсен кун-ҫулне тӑсас тесе сахал мар ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех