Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсаканӗ (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫемье чысне упрӑр; йӑх историне тӗпчӗр; вара тин кампа е мӗнпе мӑнаҫланмалли тупӑнӗ; вӑйлӑ ӑрӑва тӑсаканӗ эсӗ хӑв пулнине лайӑхрах туйса илӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ вӑл, пурнӑҫа тӑсаканӗ те.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара, вӑл ҫӗре кӗрес пулсассӑн, ун ачине аталӑх пӑхса ӳстерет, ашшӗн ӗҫне малалла тӑсаканӗ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уява малалла тӑсаканӗ савӑнӑҫлӑ концерт пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Унӑн ашшӗ — завод ӗҫне пуҫлаканӗ мар, ӑна малалла тӑсаканӗ, — ҫавӑншӑн айӑплӑ-и вара вӑл?

Как будто заключалась какая-то вина в том, что отец не начинал, а продолжал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ашшӗн ӑнлануллӑ кӗрешӗвне малалла тӑсаканӗ—Микула, тӳрӗ кӑмӑллӑ та таса чун-чӗреллӗ ҫамрӑк, малтанлӑха тус-юлташӗсенчен нимпех те уйрӑлса тӑманскер.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех