Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсакан (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Сире ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. Сиртен вӗренсе юлакансем, ӗҫӗре малалла тӑсакан пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ пулччӑр. Вӗсем вара шухӑшӑрсене хӑйсен тӗррисенче пурнӑҫа кӗртчӗр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

Вӗсен йӑхне тӑсакан ывӑл-хӗр ҫитме пултаракан сӑваплӑ вырӑн - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса ял варринче лартнӑ палӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Баратынский йӑхне тӑсакан пӗртен-пӗр ҫын вӑл — манӑн хӗр!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хушӑк сарӑлсах пырать, ӑна тӑсакан ҫын кӗтесре тӑрать ахӑр, ҫавӑнпах курӑнмасть.

Щель увеличивалась, человек, тянувший ее, стоял ближе к углу и не был виден.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Салтаксем ҫавӑрса илнӗ хресченсен ушкӑнӗ хӑйсен хӑрӑк турачӗсене ун патнелле тӑсакан хӑвасем лартса тухнӑ тӗксӗм шурлӑхлӑ улӑх евӗрлӗ.

Толпа под конвоем солдат походила на темный пруд, обсаженный вербами, чьи сухие ветки торчат в сторону воды.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Бояна, ман хыҫҫӑн никам та юлмасть, манӑн йӑха малалла тӑсакан ҫук.

После меня никого не останется, Бояна, и никто не продолжит нашего рода.

12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫыран хӗрринчи хӑмӑр тӗслӗ тем пысӑкӑш тӑмпа хӑйӑр купийӗ хӑйӗн лапсӑркка сӑмсине шывалла тӑсакан ҫӑмламас йытӑ пек туйӑнать.

Над берегом нависла песчаная глыба ржавого цвета, словно огромная собака тянула к реке свою лохматую морду.

Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Тӗнче ҫутине тӑсакан тӗнчене килни мӑшкӑл япала-и?

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӑн ӳт-пӗвӗ колбаси хулӑнӑш, ухӑ ҫине тӑсакан резина пек ҫирӗп пулнӑ.

Тело у него было сильное, как рогаточная резинка толщиной с колбасу.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

Ҫавӑнпа ҫав пур асапсене тӳсетӗп те ӗнтӗ, унран ҫын тӑвас тетӗп — ман ӗҫе малалла тӑсакан пултӑр.

Через это и терплю все его тиранства, хочу из него человека сделать, чтобы моему умению наследник был.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартса, унӑн амӑшӗ, тӑван ачин ӳтне ыталанӑ аллине секундлӑха та вӗҫертмесӗр, тепӗр аллипе хӑйӗн асапне курма пынисем тӑсакан патаксемпе зонтиксене пӗр вӗҫӗмсӗр сире-сире ярать.

Оскалив мелкие белые зубы, его мать, ни на секунду не отрывая руки, обнимающей родное тело, другой рукой все время непрерывно отбивает протянутые к ней палки и зонтики зрителей ее мук.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Йӑх-несӗле тӑсакан, тӗреклӗ ача пултӑрччӗ пирӗн пепкемӗр.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Йӑх тӑсакан пур апла.

Значит, есть кому продолжить род.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫапла вара «тӗрме жаргонне» малалла тӑсакан ҫӗнӗ ӑру ҫитӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

32. Тутлӑ ҫимӗҫ тесе сӑхланса ан ҫи, тӗслӗрен тӗслӗ ҫимӗҫ тесе ан ҫӑткӑнлан: 33. ытлашши ҫини чире ярать, иртӗхсе ҫисессӗн, халер та тупӑнать; 34. иртӗхсе ҫинӗрен нумайӑшӗ вилӗм тупнӑ, пырне чаракан — кунҫулне малалла тӑсакан.

32. Не пресыщайся всякою сластью и не бросайся на разные снеди, 33. ибо от многоядения бывает болезнь, и пресыщение доводит до холеры; 34. от пресыщения многие умерли, а воздержный прибавит себе жизни.

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑрӑва малалла тӑсакан икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫитӗнтеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех