Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшсах (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Нимӗнле император та ҫук унта, Петр Семенчӑ пурӑнать вӑл ҫӗнӗ хваттерте» — тӑрӑшсах ӑнлантарать ҫынсене ҫамрӑк милиционер.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эпӗ сана, Савельич, тӗрӗссипех калатӑп, — тӑрӑшсах ӑнлантарать хӑйӗн юлташне завод хуралҫи Антон Петрович старик.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Егор Петрович тӑрӑшсах ӗҫе кӳлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Темле янӑравлӑ хӑвӑл йывӑҫа улатакка тӑрӑшсах таккани илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Похвиҫнӗ ял халӑхӗпе пӗр-икӗ кун хутшӑнтӑмӑр — каҫхине вӑййа тухса ҫамрӑксен юрри-ташшипе килентӗмӗр, тӑрӑшсах юрӑ сӑмаххисене ҫырса илтӗмӗр, вӑйӑ йӗркине ӳкертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Наташа ӗҫрен таврӑннӑ-таврӑнман хӑй юратнӑ ал ӗҫне ярса илнӗ, тӑрӑшсах тем ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӑлт-чалт тутарать шуйттан ун питне йӗпе чӗлхипе, сӑмсине хыпса лартать, ӑна тӗке-тӗке тӑрӑшсах ӗмме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Директор ӗҫне вӑхӑтлӑха туса пыракан тӗп лесничи вӑрман-промхозшӑн тӑрӑшсах кайманни пур енчен те сисӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑй куҫне хӑй ӗненмерӗ вара: илемлӗ вӑрман тӑрӑхӗнче темӗнле икӗ арҫын тӑрӑшсах йывӑҫ касать.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ ӑна тӑрӑшсах калаҫтарать, чее тилӗ пек йӑпӑлтатать:

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫне те тӑрӑшсах тӑвать ӗнтӗ Яков Кашкин, комсомол енӗпе хушнине те пурнӑҫлать, авланнӑ, ҫемьеллӗ тесе сӑлтав тупса пӑрӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла вара тӑрӑшсах, тӑхтаса тӑмасӑрах выҫӑ ан вилччӗр тесен сырӑш туса ҫакмалла, унта апат хумалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Тепӗр тесен, мӗн-ма вара пит ҫав пӳтсӗр тӗтӗме тӑрӑшсах ҫӑтмалла тет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл тӑрӑшсах чӑмлать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫулланса пӗтнӗ кӑвак комбинезонсем тӑхӑннӑ механиксем тӑрӑшсах моторсене палӑрми тума йывӑҫ тураттисемпе витнӗ, нумай хутчен иртнӗ курӑклӑ ҫул-йӗрӗпе бензозаправщик упаленсе пынӑ, тепри самолетсенчен пӗрин патӗнче тӑнӑ, ҫӗлен евӗрлӗ шланг унӑн ҫунатти тӑрӑх тӑсӑлса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Темле ҫамрӑкрах мар самӑр ҫын, чӗркуҫҫисем ҫинче тӑрса, тӑрӑшсах хӑйӑртан купаласа темӗн пысӑкӑш хӗрарӑм сӑнне майлаштарать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун умӗнче хаваслӑрах, хитререх пулма тӑрӑшсах».

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫанталӑк лӑпкӑ тӑнипе усӑ курса, аграри ӗҫченӗсем уй-хирте тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техники ҫӗнелсе пырать – кӑтарту виҫӗ хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/08/chva ... ratj-ktart

Пӗрисем тӑрӑшсах шуратаҫҫӗ Ҫийӗмри ҫулсене именми, Ҫемҫерех тӗшшӗме сӑхланаҫҫӗ — Култарать шӑлӗсем витменни…

Куҫарса пулӑш

Ятупа витӗнетӗп // Мальвина Петрова. https://chuvash.org/lib/haylav/8107.html

Фортепьяно умӗнче ларакан арҫын ачан чӗринче, кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ туйӑм вӗлтлетсе илчӗ те, ача тӑрӑшсах ҫавна музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех