Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшсан (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темле лӑпкӑ пулма тӑрӑшсан та, Петр Петрович хӑй хумханнине пытарма пултарайман.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Темле тӑрӑшсан та, Петр Петрович Лидӑпа Зойӑна кайса курайман.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Светлана унӑн сассине илтрӗ, анчах хӑйне, темӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, курма пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗрле тӑрӑшсан хамӑр пурӑнакан вырӑн татах та илемленӗ, пуянланӗ, аталанӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Анчах та вӗсене темӗнле тӑрӑшсан та пурне те пӗр харӑс татса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Тӑрӑшсан пулать санран, Куҫма! — хӑпартлантарать Куҫмана ташлама вӗреннипе савӑннӑ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халь тем пекех тӑрӑшсан та ҫывӑрса каяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах тем чул тӑрӑшсан та ҫыварса каяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗре ҫине тӑрса тӑн илтерме тӑрӑшсан та Лариса хӑйӗн ҫынна тӳрех путарса /ун ӑнлавӗпе/ хума пултаракан «лайӑх» сӑмахсене ҫӑвартан кӑларса пӑрахасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑш-пӗр ҫӑмӑлтарах яшсем унпа калаҫма — сӑмах ваклама тӑрӑшсан та хӗр хирӗҫ чӗнмерӗ, ҫӑвара шыв сыпнӑ пек тӑчӗ, пӗр Виталий пирки ҫеҫ шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫав вӑхӑтрах: — Ҫын тӑвайми ӗҫ мар пуль-ха, тӑрӑшсан, тен, чиперех майлашӑнӗ, — лӑплантарчӗ хӗр хӑйне.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эсир кутӑн ача пек кирек те мӗнле хӑтланса ҫиеле тухма тӑрӑшсан та, ҫак лесапа усӑ курма ирӗк памастӑп, — терӗ инженер.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Санран усси пулӗ-ха, Раман, пурте сан пек тӑрӑшсан, таса чунлӑ, ҫирӗп утӑмлӑ пулсан!..

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та яваплӑха туйса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/

Эпир, эсир кунта кирек мӗнле ҫӑтмах туса хурас тесе тӑрӑшсан та, ялта юлмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Тӑрӑшсан, ҫине тӑрсан, тем тума та пулать. Кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулать. Умра чул стена тӑтӑр, ӑна та шӑтарса тухма май пур. Аптрамастпӑр», — хавхалатать вӑл хӑйне яланах.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темле тӑрӑшсан та ҫунса кайнӑ ҫил арманӗ.

Как ни старались, но мельница сгорела.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Тӑрӑшсан, вулама-ҫырма та лайӑх вӗренсе ҫитӗн, тракторпа ӗҫлеме те хӑнӑхӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫук, халӗ эсӗ мана савӑнтарнӑ чухлӗ савӑнтарма нихӑҫан та пултараяс ҫук эпӗ, тем чухлӗ тӑрӑшсан та савӑнтараяс ҫук ун чухлӗ!

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ху тӑрӑшсан, каменщик та, маляр та, бетонщица та пулса тӑрӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех