Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшатчӗ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе кайма пуҫтарӑнаттӑм-и е ӗҫрен таврӑнаттӑм-и, вӑл яланах ман сывлӑха упрама тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшне кирек мӗнле ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшатчӗ, ҫӑварӗнчен «анне» сӑмах татӑлмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Кашни, хитре кӗпе-тумтиртен мӗн пур, ҫавна тӑхӑнма тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

«Аманнӑ пултӑр, анчах чӗрӗ», — хӗрарӑмла тӳрре кӑларасшӑн тӑрӑшатчӗ вӑл хӑй ӑмсаннине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑтаннипе пуль хӗр хурӑн айнерех кӗрсе тӑма тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл яланах яваплӑха туятчӗ, ҫар хирӗҫ тӑрӑвӗн лининче йывӑр вырӑнсенче пулма тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Ҫакна тӳссе ирттерме ӑна вӑрахчен йывӑр пулчӗ, вӑл ҫынсене епле кӗтсе илнине, пӗр-пӗрине чуп тунине курасшӑн мар пулса, юриех вакунран чӑн юлашкинчен тухма тӑрӑшатчӗ, ҫавӑнпа япалисене тата вӑраххӑнтарах пуҫтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вара Укахви арҫын ачасенчен аяккарах пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл вӗрентессишӗн те питӗ тӑрӑшатчӗ, - аса илчӗ ачалӑхне Виталий Максимов.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Эпӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнине кура, хӑй те ырӑ тума тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Петр Васильевич иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ пулин те шкулта вӗреннӗ ҫулсенче те, кӑштах каярахпа та Тарановран аяккарах пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ, унпа пӗрле ҫӳресех каймастчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мӗн тери патька-патшашӑн тӑрӑшатчӗ!

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Алюнов хӑйне хушса янине нихӑҫан та манакан марччӗ, Укаслӑва яланах упрама тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗмӗр тӑршшӗпе вӑл светтуй пулас тесе тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, колхоз пахчинчен таврӑнатчӗ пулас та, хупах ҫулҫисенчен хыр йӗппипе тиркелесе тунӑ миххе, туллиех кишӗр тултарнӑскере, ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хума питӗ тӑрӑшатчӗ, анчах миххи унӑн, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле йӑвалана-йӑвалана кайса, тачлаттарса-нӑчлаттарсах ҫӗре ӳкетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Унашкал ҫынсене хӑйӗнчен сирме тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Таня, унӑн пулӑшӑвӗсенчен пӑрӑнма тӑрӑшатчӗ пулин те, унпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйне хаваслӑрах, ытла тӑлӑх мар пек туятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑнпа масара илем кӳресшӗн чунтанах тӑрӑшатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӑл, час-часах хӗрачасен вакунӗ умне пырса, Санюка тӗл пулма тӑрӑшатчӗ, шӳтлетчӗ, пӗчӗк кӑна хура мӑйӑхне кунсеренех хыра-хыра тикӗслетчӗ, тӗкӗр умӗнчен кайма пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Йӑпатса, ӗҫ хушса, куҫран ямасӑр сӑнаса инкексене мантарма тӑрӑшатчӗ Укка.

Укка изо всех сил старалась вернуть его к жизни. Словом, ни на минуту не упускала его из виду.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех