Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшасса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир патшалӑх пулӑшӑвне туйса малашне те округ аталанӑвӗшӗн хавхаланупа тӑрӑшасса шанатӑп, — тенӗ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Н.П.Козловӑна тата Д.Д.Азизовӑна ҫав свидетельствӑсене панӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшу парать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %82%d1%8c/

Якур арӑмӗ тӳрре тухма тӑрӑшасса, Анук кӑмӑлне ытараймасӑр ачин хреснамӑш пултӑм тесе каласса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем хӑйне вӑл йӑнӑшнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшасса малтанах чухланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Культура ӗҫченӗсем Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнче те хастар ӗҫлессе, халӑха кӗнеке тата хаҫат-журнал ытларах вуламашкӑн хӑнӑхтарас тесе те тӑрӑшасса шаннине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

«Шанатӑп, эсир пӗрремӗш кунранах палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ырми-канми тӑрӑшасса. Шупашкар хулин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне вӑй илтерсе пырассинче те пысӑк тӳпе хывассине ӗненетпӗр», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар хулин ҫӗнӗ пуҫлӑхне саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/19/chva ... -hulin-cen

 — Эс ку тӗлӗшпе тӑрӑшасса тӑрӑш та, асту, сыхлан.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫакан пӗртен-пӗр вӑй пулса тӑракан вырӑс ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкас тӗлӗшпе Наполеон мӗн кирлине пурне те тума тӑрӑшасса вӑл аван пӗлнӗ.

Ему было ясно, что Наполеон сделает все возможное для уничтожения русской армии, единственной противостоящей ему реальной силы.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Эсӗ маншӑн тӑрӑшасса шанатӑп, уншӑн ахаль тумӑп.

Я полагаюсь на твое усердие, а в благодарности моей можешь быть уверен.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӳснӗ май вӗсем те пулӑшма тӑрӑшасса шанатпӑр.

Верим, что с возрастом и они будут стараться помогать.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Пӗртӑван педагогсем малашне те ачасемшӗнех тӑрӑшасса, вӗсене пурнӑҫ ҫулне уҫса парасса ҫирӗп шанма пулать.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех