Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗсенчен (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсем кунта Кавказпа Алтай тӑрӑхӗсенчен килнӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑваш Ен ытти субъектсемшӗн тӗслӗхре, пӗрремӗш вырӑнта тӑрать, Тутарстан, Пушкӑртстан, Удмурти, Пермь тӑрӑхӗсенчен самай иртсе кайни пурсӑмӑра та мӑнаҫлантарать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

Ӗҫтешӗсене пулӑшу кӳме пушар хуралӗн ӗҫченӗсем Тӑвай тата Каҫал тӑрӑхӗсенчен те килсе ҫитнӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушарта» виҫӗ ҫынна ҫӑлнӑ, пӗрне чӳречерен пусмапа антарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d0%bf%d1% ... bd-%d0%bf/

Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенчен 80-а яхӑн ҫамрӑк пӗр ҫулталӑка хӗсмете кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулас салтаксен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60725

Пӗтсе ларнӑ ту тӑрӑхӗсенчен тӑрса юлнӑ тӳрем тусене е тӳремлӗхе хӑшпӗр чухне ту тӑвакан вӑйсем ҫӗнӗрен пырса хускатнипе тепӗр чух кивӗ ҫӗртех ҫӗнӗ тусем ӳссе лараҫҫӗ.

Плоские горы или даже равнина, оставшаяся на месте уничтоженной горной системы, иногда подвергаются новому воздействию горообразовательных сил; они создают на старом месте новые горы.

5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫав вӑрман тӑрӑхӗсенчен пӗри Сталинградран Степной урлӑ Черкесска ҫитиччен анлӑн тӑсӑлса выртмалла…

Одна из таких лесных полос должна широко простираться от Сталинграда через Степную до Черкесска…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ.

Одни, сидя на корточках вокруг глиняной печки, резались в карты, другие снимали с высоких окон длинные карнизы и тут же отправляли их в печку, третьи спали, четвертые строили дом — дом из старых рам и полотен, сложенных как попало в углу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку енӗпе Муркаш районӗ япӑх мар ӗҫлет, унти ял тӑрӑхӗсенчен ҫиччӗшӗнче шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсем уҫма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хуҫалӑх ертӳҫисенчен, ял тӑрӑхӗсенчен ҫирӗп ыйтни ҫак ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Украинӑран илсе килнӗ вышкӑн ҫыхма хӑпармалли пайне хут ҫине ӳкертӗм, сварщикпа иксӗмӗр ӑна тимӗр тӑрӑхӗсенчен майлаштартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ватти-вӗтти ял тӑрӑхӗсенчен пухӑннӑ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле юрланӑ-ташланӑ, спорт енӗпе вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Районти ял тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ коллективсем те тӗрлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ял тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ артистсем хӑйсен савӑк юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех