Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗсем (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Штат лаптӑкӗ тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫнине пула тӗрлӗ климат тӑрӑхӗсем пулни кунта ӳсентӑрансен нумай тӗсне ҫитӗнме май парать.

Множество климатических поясов, связанное с большой разницей высот на территории штата, привело к большому разнообразию растений.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Михӗ ҫӗре персе анчӗ те — ӑшӗнчен пир тӑрӑхӗсем тухса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унти пир тӑрӑхӗсем хушшинче Дуся парса хӑварнӑ укҫа выртать.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Республика лапамӗ, театрсемпе культура керменӗсен тӑрӑхӗсем те лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арапсен мӑсӑльманлӑ тӑрӑхӗсем майӗпен кӑнтӑралла сарӑлса пынӑ.

Постепенно арабские мусульманские поселения продвигались на юг.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫӗр чӑмӑрӗн вӑтам тӑрӑхӗсем сивӗ тӑрӑхпа шӑрӑх тӑрӑхсем хушшинче тӑсӑлса выртаҫҫӗ.

Умеренные пояса земного шара двумя широкими полосами тянутся между жарким и холодными поясами.

Вӑтам тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чӑннипе каласан, ӑшӑ тӑрӑхӗсем хушшинче паллӑ чикӗсем ҫук: шӑрӑх тӑрӑх майӗпе вӑтам тӑрӑх пулса каять, вӑтам тӑрӑхсем сивӗ тӑрӑх пулса каяҫҫӗ.

На самом деле между тепловыми поясами нет резкой границы. Жаркий пояс постепенно переходит в умеренные пояса, а умеренные пояса постепенно переходят в холодные.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кирпӗч куписем, пралук тӗркисем, бетон юпасем, пӑрӑхсем, рельса тӑрӑхӗсем, тимӗр листисем, темле шестӗрне, темле тӗнӗл, шыв тултарнӑ пичке, раствор ещӗкӗ тата ытти.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ытларах Каҫалпа Юхма тӑрӑхӗсем шар курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ан сарӑлтӑр тесен… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61153

Уҫланкӑн сылтӑм енче пӗрене тӑрӑхӗсем, вутӑ шаршанӗсем купаланса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Прозаикӑн иккӗмӗш кӗнекине хакланӑ май В. Нишер ҫапла ҫырать: «Николай Мартынов произведенийӗсенче Сӑр, Выл тӑрӑхӗсем питӗ ӳкерчӗклӗн, сӑнарлӑн куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

— Кӗтнепе Хырла тӑрӑхӗсем — чӑвашла калаҫакан пурришӗн хӗпӗртесе хуравларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗлле, лармана кайсан, каҫсерен ик-виҫ йӗке арласа тултарать, пир тӗртме ларсан, пӗр ҫип те татмасть; юр ҫине пир тӑрӑхӗсем шуратма сарсан, унӑн пирӗ пек тикӗсси, шурри ҫук; утӑ ҫулма тухсан, ҫава касмасть тесе тӑмасть; тырӑ вырма тухсан, ҫурла касмасть тесе каҫалӑка куҫласа тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйтытӑмлӑх органӗнчи улшӑнусене кура малашне ял тӑрӑхӗсем, вӗсен депутачӗсем пулмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем уҫӑмлӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11394-t- ... vsem-uc-ml

— Нумай, нумай кунта тимӗр тӑрӑхӗсем.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗренесем ҫумне коранран илсе ҫырнӑ сӑмахсемлӗ, ылтӑнӑн та кӗмӗлӗн ялкӑшса тӑракан пир тӑрӑхӗсем, кавир таткисем ҫакса тултарнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял тӑрӑхӗсем уйрӑм муниципалитет йӗркеленӗвӗн статусне ҫухатаҫҫӗ - муниципалитет округӗн тытӑмне кӗреҫҫӗ, вӗсен администрацийӗсем округ администрацийӗн территори пайӗсем пулса малалла ӗҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫул ик айккинчи ешӗл курӑк лаптӑкӗсем ҫеҫ, пир тӑрӑхӗсем пек, вӗҫӗмсӗр тӑсӑлаҫҫӗ.

Вдоль обочины дороги непрерывно тянутся зеленые участки травы, словно суконные полотна.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урам варрине пир тӑрӑхӗсем, ҫӗленӗ кӗпе-йӗм, арча-ҫӳпҫе таврашӗсем туха-туха сирпӗнеҫҫӗ.

На середину улицы летят свертки холста, одежонка, сундуки-сюпсе.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унта ҫырма айккисенче юр тӑрӑхӗсем палӑраҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв ҫап-ҫуттӑн кӳлленсе выртать, ҫынсем ҫывӑхӗнчех, весене ҫӗре часрах сухаласа пӑрахма хушнӑ евӗр, кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех