Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхрах (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акушерка аллинче кӗрен тӗслӗ, тӑрӑхрах чӑмакка курӑнчӗ, ҫатлаттарни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑтам тӑрӑхрах тата тӗнчери чи пысӑк капитализмлӑ государствӑсем вырнаҫнӑ, вӗсем: Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем, Англия, Франция, Германия, Италия, Япония.

В умеренном поясе расположены также важнейшие капиталистические страны мира: Соединенные Штаты Америки, Англия, Франция, Германия, Италия, Япония.

Ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхри чи паллӑ государствӑсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ачисем те инҫе ҫӗре кайман, тӑван тӑрӑхрах тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ялти сатур ҫынсем те аякка каймасӑрах, тӑван тӑрӑхрах, тӑрӑшма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Вӗсем ӳсӗмлӗ ӗҫлесен район бюджетне кӗрекен налук хывӑмӗсем те нумайрах, ҫавӑн пекех ҫынсене тӑван тӑрӑхрах ӗҫлесе пурӑнма майсем те уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Хамӑр тӑрӑхрах пурӑнакан 34 ҫулти ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӑн 158 статьян 1 пайӗ (вӑрлани) тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

В отношении задержанного 34-летнего местного жителя возбуждено уголовное дело по ст. 158 ч.1 УК РФ (кража).

80 пинлӗх тавар йӑтса тухас тенӗ арҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33600.html

«Наукӑри ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса хӑмла ҫитӗнтерес ӗҫӗн калӑпӑшне ӳстерсех пырӑпӑр, хӑмла экстрактне туса кӑларассине тимлӗх уйӑрӑпӑр. Ҫапла майпа хамӑр тӑрӑхрах хӑмла продукчӗсем туса кӑларса импорта улӑштарассине тивӗҫтерӗпӗр», — тенӗ республика Пуҫлӑхӗ О.Николаев.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Е акӑ ҫав тӑрӑхрах вырнаҫнӑ тепӗр йывӑҫ кӗпер.

Или вот еще один деревянный мост, расположенный в той же местности.

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Кӑнтӑрти районсенче (ҫыру авторӗ калашле, хӑш-пӗрисенче) ку тарана ҫитсе те чӑвашла манса кайманни савӑнтарать-ха, анчах ман хамӑн тӑрӑхрах ҫавнашкаллине курас килет.

Куҫарса пулӑш

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5757.html

Пӗр тӑрӑхрах сухалатпӑр — сирӗн патӑртан первомаецсем патнелле пӗр таткаламасӑр сухалама планлатӑп, унтан вара хӑвӑр пӗлнӗ пек майлаштаратӑр.

Под одно будем пахать — одни загонки спланирую от вас к первомайцам, а там разбирайтесь, как знаете.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

«Тӑван тӑрӑхрах лайӑх, — тет вӑл. — Пурте хулана тухса кайсан ялта кам юлӗ?»

"На родной стороне же лучше, - говорит он. - Если все в город уйдут, то в деревне кто останется?"

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Толя вара тӑван тӑрӑхрах тӗпленнӗ.

А Толя на родной земле обосновался.

Янаварӑм ман, янаварӑм, Эп сана йӗвентен ямарӑм... // Татьяна Борисова. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ҫавӑн пекех республикӑри аслӑ шкулсенчен вӗренсе тухакансем хамӑр тӑрӑхрах хӑйсен ӗҫне йӗркелеме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӑван тӑрӑхрах тӗпленсе ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех