Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Хамӑн сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрӑп; вӗсем пӗр вутран тухӗҫ те, вӗсене тепӗр вут ҫунтарса ярӗ, — сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
Иез 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен пуҫӗ тӗлӗнчи тӳперен сасӑ илтӗнет; чарӑнса тӑрсассӑн, вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир ҫак сӑмаха туса тӑрсассӑн, ҫак кермен хапхи витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан, ҫар урапипе тата ут утланса ҫӳрекен патшасем хӑйсем те, вӗсен тарҫисем те, вӗсен халӑхӗ те кӗрсе ҫӳрӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла калаҫҫӗ: «упӑшки арӑмне уйӑрса ярсассӑн, вӑл тепӗр арҫын арӑмӗ пулса тӑрсассӑн, кайран малтанхи упӑшки патне таврӑнма пултарӗ-и вӑл? Ҫапла тусассӑн ҫав ҫӗршыв ирсӗрленмӗ-и?» теҫҫӗ.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пӗри кӗлтунӑ чухне тепӗри ылханса тӑрсассӑн, Патша хӑшӗн сассине илтейӗ?24. Когда один молится, а другой проклинает, чей голос услышит Владыка?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тусна хирӗҫ хӗҫпе тӑрсассӑн шанӑҫна ан ҫухат: туслӑха каялла та тавӑрма пулать.23. Если ты на друга извлек меч, не отчаивайся, ибо возможно возвращение дружбы.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кӑмӑлна юраса-килентерсе тӑрсассӑн, вӑл сана тӑшманусен кулли тӑвӗ.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ашшӗне хисеплекене ачи-пӑчинчен савӑнӑҫ пулӗ, кӗлле тӑрсассӑн, унӑн кӗллине Турӑ илтӗ.5. Почитающий отца будет иметь радость от детей своих и в день молитвы своей будет услышан.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! эсӗ манӑн сӑмахӑма хапӑл туса, эпӗ вӗрентсе каланине асӑнта тытса 2. хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн, 3. пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн, ӑстӑна йӑлӑнсассӑн, 4. ӑна кӗмӗле шыранӑ пек шырасассӑн, ӑна мул тупнӑ пек тупсах тӑрсассӑн 5. эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрама тытӑнӑн, Турра пӗлме пуҫлӑн.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам: 11. Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп. 12. Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна итлесе Уншӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн, пурӑнан кунӗсене ырӑ курса, ӗмӗрне савӑнса ирттерӗҫ; 12. итлемесессӗн, вӗсене ҫӗмрен хирсе тухӗ, вӗсем хӑйсен ӑссӑрлӑхӗпех пӗтӗҫ.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чӗрӳне таса тытса тӑрсассӑн, аллуна Турӑ патнелле тӑссассӑн, 14. аллу айӑплӑ пулсан, ҫав ҫылӑхран тасалсассӑн, чатӑрусенче йӗркесӗр ӗҫ тума памасассӑн, 15. эсӗ хӑюллӑн пӑхӑн, ҫирӗп тӑрӑн, хӑрамӑн.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ун умне тӑрсассӑн, санӑн чӗрӳ ан сехӗрлентӗр, эсӗ хӑвӑн сӑмахна кала, ӗнтӗ вӑл сана ырӑлӑх тӑвӗ, тенӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн патӑнта тара кӗрӗшсе ӗҫленӗ ҫын укҫи сан патӑнта ҫӗр ан каҫтӑр, эсӗ ӑна ҫийӗнчех парса тат: Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн эсӗ те тивӗҫлине илӗн.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Эсӗ Хӑвӑн Моисей чуруна каланӑ сӑмахна асна илсемччӗ, «эсир айӑпа кӗрес пулсассӑн, Эпӗ сире халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп, 9. Ман енне ҫаврӑнсассӑн вара, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑрсассӑн, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, хӑвӑра тӳпе хӗрринех хӑваласа ярас пулсассӑн та, сире унтан та пуҫтарса тухӑп та Хамӑн ятӑм валли суйласа илнӗ вырӑна илсе килӗп» тенине асна илсемччӗ.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! халӗ ӗнтӗ Эсӗ Хӑвӑн чуруна Давида, манӑн аттеме, мӗн каланине: «эхер те санӑн ывӑлусем Ман умӑмра, эсӗ ҫӳренӗ пек, Ман саккунпа ҫӳресе хӑйсен ҫулӗсене астусах тӑрсассӑн, санӑн Ман умӑмра Израилӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан [ар] пӗтмӗ» тесе каланине вырӑна килтерсемччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпӗ сана суйласа илетӗп, эсӗ мӗн кӑмӑл тунине пурне те ху аллунта тытса тӑрӑн, Израиль патши пулӑн; 38. эхер те эсӗ Эпӗ мӗн хушнине пурне те уяса пурӑнсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтсене тытса тӑрса, Давид чурамӑм тунӑ пек, Ман ҫулпа ҫӳресе Мана юрӑхлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана, Давида туса панӑ пек, тӗреклӗ кил туса йӗркене кӳртсе парӑп, сана Израиле парӑп; 39. Эпӗ ҫакӑншӑн Давид йӑхне йӑвашлантарӑп, анчах ӗмӗрлӗхех мар, тет Турӑ, тенӗ Ахия пророк.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ Ман умӑмра, хӑвӑн Давид аҫу пек, таса чӗрепе, тӳрӗ чунпа ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пурне те туса тӑрсассӑн, Манӑн йӗркемсене, Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн, 5. Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗ ӗмӗрех сан йӑхунтан тухнӑскерӗ пулӗ, Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «санӑн Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтес ҫук» тесе каланӑ пек пулӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Соломон каланӑ: эхер те вӑл тӳрӗ ҫын пулса пурӑнас пулсассӑн, унӑн ҫӳҫ пӗрчийӗ те ҫӗре ӳкес ҫук; чееленме тӑрсассӑн — вилетех, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лешӗсем пырса тӑрсассӑн, вӑл Елиава курнӑ та: тӗрӗс, ҫакӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрсе ямалли ҫынни! тенӗ.6. И когда они пришли, он, увидев Елиава, сказал: верно, сей пред Господом помазанник Его!
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.