Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрача ӑна тӑратасшӑн тӑрмашать, амӑшӗн аллинчен туртать, питӗнчен ачашлать…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Йӗркеллӗ ҫын ҫак вӑхӑтра килте тӑрмашать, пасар тӑрӑх ҫӑвар карса ҫӳремест.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
— Ҫын мӗн виличчен тӑрмашать, ӗҫле-ӗҫле тӑрӑнса каять.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Кам пушар сӳнтерет, кам хӑйшӗн ҫунать, туприне ҫӑлса хӑварассишӗн тӑрмашать.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫуллахи вӑхӑтра ҫемье кишӗрпе кӑшман, ҫӗр улми тата ытти пахча ҫимӗҫ йӑранӗсем ҫинче тӑрмашать.
«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570
Ҫуллахи кунсенче кинемей килти хуҫалӑхра тӑрмашать, чӑх-чӗпсемпе вӑхӑтне ирттерет, пахчана тухса ларать.
«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/
Пур вӑй питти тӑрмашать, Ҫурмаллашӗн тӑрӑшать.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тепӗр мӑшӑр тӑрмашать.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Мӗкӗте пичче колхоз бухгалтерӗнче ӗҫлет, Кӗтерне инке колхозра тӑрмашать.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
— Пӗрре те ҫынсен арҫыннисем пек мар-ҫке эсӗ, вӗсем чӑн-чӑн упӑшка пекех ҫемьешӗн хыпса-ҫунса тӑрӑшаҫҫӗ, — пӑсӑрлантарать арӑм, — Апполон, ав, паян ӗҫрен килнӗренпех сарайӗнче тӑрмашать, арӑмне кӗрепле туса пачӗ, ачинне велосипедне юсарӗ.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Кашни хӑй ӗҫӗпе тӑрмашать, ӗҫкӗ ӗҫекен те пур.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Ун пек ҫӗре яланах Кӗпӗрьян каять, хура пӳртсенче тата мунча таврашӗнче Ахтупай тӑрмашать.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ӗҫ ҫинче чӑваш ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр тӑрмашать.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗри пурнӑҫне мӗнле те пулин сыпӑнтарса пыма тӑрӑшать: хӗлле — ҫӑва тухса ӳкесчӗ тесе ӗмӗтлӗнет; ҫулла — хӗл каҫмалӑх тырӑ туса илесчӗ тесе тӑрмашать.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халӗ Утлас тӑрмашать, ачисене пурӑнмалӑх кӗтес, ӗҫлемелӗх вӑй, ҫынсемпе килӗштерме ырӑ кӑмӑл пултӑрччӗ вӗсен тет.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пур чӗрӗлӗх ӗҫре: чӗр чунӗ Иртен каҫчен ав тӑрмашать; Ҫерҫишӗн те кун ырлӑх кӳнӗ: Сикет, вӗҫет вӑл, тӑрӑшать.
XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Кӗтерне вӗсен юмахне итлеме пӑрахнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫелнике тухнӑ та ывӑлӗ валли май пур таран ҫемҫерех вырӑн сарса парас тесе тӑрмашать.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Катка-пичке ӗҫӗпе халь Ятламас патӗнче тепӗр ҫын — юрӑ ӑсти Исмен тӑрмашать.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗскӗн карчӑк хӗвелпе тан вӑранать, хӗвел анмасӑр выртмасть — яра кун килти ӗҫпе тӑрмашать.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Иртӗр, иртӗр, вырнаҫӑр, — ҫапла калакаласа тӑрмашать хваттер хуҫи майри.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.