Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑриччен (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Картишӗнче калаҫса тӑриччен, хӑнана какай ҫиме чӗнесчӗ! — ӳпкелешнӗн кӑшкӑрчӗ вӑл упӑшкине, унтан тин хӑнана ырӑ сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хам вырӑна тирпейлесе тӑриччен Маша вырӑнӗ ҫине выртса канам-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Анчах санпа килӗшиччен малтан е тавлашӑва татах тӑриччен малтан манӑн эсӗ ҫав «культ личности тапхӑрӗ» текен сӑмахсене мӗнле содержани хывнине пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ху тӑриччен апат пӗҫерсе хунине мантӑн пулать.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Упӑшки тӑриччен яланах пӗр ӑстрӑм ӗҫлесе ывӑнатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ирхи смена ултӑ сехет те ҫирӗм минутра улшӑнать, анчах сменщицӑсем пурте цеха пӗр вуппилӗк-ҫирӗм минут малтан килеҫҫӗ — станок умне тӑриччен ҫителӗклӗ таран пуш ҫӗрӗ хатӗрлесе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Халь те, шӑппӑн ӑша ҫунтарса тӑриччен, ҫын ӑшне ҫунтарса тӑриччен, мӗн те пулсан калани аванрах пуль, анчах мӗн те пулсан ҫеҫ калас килмест ҫав, кирлӗ сӑмахсем халь-халь тупӑнассӑн туйӑнать, ҫавсене ҫеҫ калас килет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Кунта нушаланса тӑриччен ман пата каяр мар-и?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тем вӑлтса тӑриччен кала тӳррипе: мӗн пулнӑ унӑн? — ыйтрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Радио пирки талпас ҫапса тӑриччен утӑпӑр, — ывӑлне пӳлчӗ Мирун пичче.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Сима тӑриччен апат та пӗҫерме ӳркенмест, пӳлӗмне те тирпейлет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрарӑм пек нӗшкесе тӑриччен каяр та илсе килер ӑна кунта.

Чем охать по-бабьи, пойдем-ка лучше приведем его.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫурӑк чан пек ан янӑра-ха, — чарать упӑшки, — икерчӗ пӗҫерсе вӑхӑт нумай иртрӗ-ҫке паян, эпир тӑриччен Лява арӑмӗ вӑранчӗ, чӑххисене пирӗн сарай хыҫне килсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Шнекассинче никам ҫывӑрса тӑриччен Йӑкӑнатпа Ултатти вӑранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Вӑрлаканӗ ҫывӑрса тӑриччен е пытарма ӗлкӗриччен вӑл ҫав яла ҫитсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӑвар карса тӑриччен капан тӗпӗ хатӗрлесчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кунта тӑриччен кайса ларар мар-и пӗр-пӗр ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ана ҫинчи кантӑртан кӗпе-йӗм пулса тӑриччен — хӗл каҫса тепӗр ҫӑва тухиччен тӑрмашмалла ун.

Она хлопочет без устали и отдыха круглый год:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыранах вӑл ку ҫӑнӑха лайӑххипе улӑштарса, тепӗр ҫавӑн чул ҫӗнӗрен хушса, никам тӑриччен Михапарсене леҫсе парать.

Ладно, завтра он втайне от всех сменит эту муку на хорошую, добавит еще столько и вернет Михабару.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван сиксе ӳкме ӗлкӗрет, Шахрун тӑриччен темиҫе утӑм аяккалла тарать.

Но Ухтиван, вовремя заметив ловушку, успевает отскочить в сторону, пока Шахрун не поднялся с земли.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех