Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑри сăмах пирĕн базăра пур.
тӑри (тĕпĕ: тӑри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак шухӑшах, йывӑҫ ҫинче ларакан шӑнкӑрчӑ епле тӑрӑшсах кушак ҫурине шӑхӑрса ҫӗнтерме хӑтланине курсан, ун пуҫне тепӗр хут пырса кӗчӗ; тепӗр хут тата тӑрисене курсан пырса кӗчӗ; икӗ тӑри, сарлака ункӑ туса, сывлӑша улӑхса кайрӗҫ те, вӗсен юрри аран-аран илтӗнекен пулчӗ.

Но та же мысль вновь пришла ему в голову при виде скворца, который, сидя на дереве, старательно перемяукивал котенка, и в третий раз объявилась, когда два жаворонка, набрав широкую спираль в воздухе, высоко унесли песню в небо.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ӗлӗк землячество ҫуртӗнче пурӑннӑ вӑхӑтра шурӑмпуҫ килнӗ чух пысӑк акаци айне тухса лараттӑм та час-часах тӑри тӗкӗсене кураттӑм: таҫта хӑлат тӑрие тӑпӑлтарни пирки иккӗленме кирлӗ пулман.

Прежде, когда я еще жил в землячестве, мне приходилось на рассвете под большой акацией видеть перья голубя, который, несомненно, стал добычей коршуна.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Тӳпере тӑри юрри шӑранать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа канма тенӗ пек чарӑнса тӑрсах итлет Раман тӑри юррине.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пырса кӗчӗҫ те тӑри юрри те вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав вӑхӑтра тӑри хорӗ юрласа яни ӑна шарт! сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, тӑри тени.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑнт, тӑри юрри епле хумлӑн-хӑмлӑн килсе ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Вӑл та тӑри сассипе вӑранчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑхӑтлӑха та пулин пуплеме чарӑннӑ ҫынсен хӑлхине тӑри юрри шӑранса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӳлте тӑри юрри кӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку вӑл тӑри хорӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫакӑнти тӑри юррине, карӑш авӑтнине, путене тӳлеккӗн сасӑ панине, пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнине нумай итлеме тӳр килӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑри — уй-хир паттӑрӗсен, бригадирсен, колхоз председателесен, райком инструкторӗсен юрӑҫи.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑри — вӗҫӗмсӗр кӑвак инҫете юратакан кайӑк.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑри юрри вӗҫӗмсӗр илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑри юрри.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак туйӑм та темӗнле курӑнми кайӑкӑн юрӑ янӑравӗнчен вӑраннӑ та, юрри хӑй — тӑри юрри пекех — илтӗнми пулса ҫухалнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсене итлетӗн-итлетӗн те — тӑри юрри, ӑшра ирӗлсе кайса, чуна хаваслӑ кӑмӑл ӳкерет те — сасси хӑй, чипер янраса тӑраканскерех, ҫын чунӗнче хӑйӗн илемне хӑварса илтӗнми пулать, урӑх шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сывлӑшра темӗн чухлӗ тӑри хытса тӑнӑ — нихӑшӗн сассине те уйрӑммӑн илтме ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех