Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраятӑн (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ-виҫӗ ҫын манӑн йӗри-тавра вӗткеленет, мана хыпашла-хыпашла тӗрӗслет, хӑйсен пулӑшӑвне сӗнет, анчах пирс кашни самантрах ӑнтӑлуллӑ ҫӗкленӳлӗх ураран ҫапса ӳкерессипе хӑратать, ҫавӑнпа та тӗрлӗ ырӑ тӑвуҫӑсенчен хам тӗллӗнех васкавлӑн уйрӑлтӑм та аяккарах кайрӑм; халӗ, кӑмӑл пулас тӑк, куравҫӑ вырӑнӗнче тӑраятӑн; анчах халӗ тӳремре юлас килмест.

Некоторое время два-три человека вертелись вокруг меня, ощупывая и предлагая услуги свои, но, так как нас ежеминутно грозило сбить с ног стремительное возбуждение, я был естественно и очень скоро отделен от всяких доброхотов и мог бы, если бы хотел, присутствовать далее зрителем; но я поспешил выбраться.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Алӑкран иртсенех — пысӑк шкап евӗрлӗ хутлӑх, кунта харӑсах виҫҫӗн тӑраятӑн.

За ней оказался род внутренности большого шкапа, где можно было стать троим.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Самаях сарлака — виҫҫӗн юнашар тӑраятӑн.

Его глубина была достаточной, чтобы стать рядом троим.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

 — Юрӗ, енчен те эпир лашана таканланӑ чухне эсӗ ӑна тытса тӑраятӑн пулсассӑн, илетӗн ҫак кӗсрене.

— Что ж, получишь лошадь, если будешь её держать, пока мы её подкуём.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Чӑтса тӑраятӑн пулать вара?

— Рази ж утерпишь?

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех