Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратӑп (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине ҫичӗ сехетре тӑратӑп та пӗр стакан ӑшӑ ҫӑлкуҫ шывне, чей кашӑкӗ пылпа ӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

— Ывӑнса ҫитсен е чӗре ыраткалама пуҫласан, эпӗ ҫаксене тӑхӑнса яратӑп та тӗкӗр умне пырса тӑратӑп, Лидӑна алӑран тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр чухне вара, ӗҫре ывӑннӑ хыҫҫӑн, пуҫа ҫамрӑклӑхри хӗрӳлӗх пырса ҫапсан, эпӗ шинель, папаха тӑхӑнатӑп та пысӑк тӗкӗр умне пырса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Халь-халь макӑрса ярас пек, пуҫа усса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпир пурте пӗр шухӑшлӑ пулнине, суйлава яваплӑн хутшӑннине витӗмлӗн кӑтартса парассине тата пиртен кашниех суйлав участокне ҫитсе килессине шанса тӑратӑп.

Уверен, что мы продемонстрируем сплоченность, проявим ответственное отношение к выборам и все придем на избирательные участки.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Наукӑпа техника канашӗ йӗркелесе яни аван пулассине пӗлсех тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

— Пӗлсех тӑратӑп, Актай ҫывӑрать, — тет ачасенчен тахӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗлсех тӑратӑп, манран курса, хапха ҫумне касса тунӑ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ трибуна ҫинче мӑнаҫлӑн тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ун умӗнче, пӗлсех тӑратӑп, пуканесене вылятма ал-ура, чӗлхе-ҫӑвар ҫавӑрӑнас ҫук, тата вӑл кӑлтӑк тупса тиркешетех.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӗлсех тӑратӑп, ман тавра ача-пӑча нӑйлатӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ сире сӑмавар лартса кӗтсе тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑна калаҫҫех ӗнтӗ, курсах тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл чӗресси умӗнче упа пек хӑлаҫланса тӑратӑп иккен.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа пӗр-пӗр ҫӗре киле кӗме хӑрасарах тӑратӑп вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫав кӗтесре пытанса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, турӑш кӗтессине тӑратӑп та сана кӗлтума тытӑнӑп.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна ӗҫсен: «Эккей, ҫын мана хӑна турӗ, эпӗ сӗмсӗрленсе тӑратӑп. Кунашкал юрамасть», — тавҫӑрса илчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам ҫав вӑхӑтрах «атлетӑн» кашни хусканӑвне сӑнаса тӑратӑп, Аленӑна меллӗ самантпа усӑ курса ку вырӑнтан кайма хытӑ (хама ҫавӑн пек туйӑнчӗ) ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Салтакра туяннӑ «командирский» сехет ҫине кашни пилӗк минутран пӑхса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех