Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраттӑм (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Паман-ха, — терӗ анне, — халь каяс тесе тӑраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗвелпе пӗрлех пит лӑпкӑн Ыйӑхран тӑраттӑм, Ҫӑванаттӑм та васкавлӑн Килкартне тухаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Сана вӑрҫас тесе тӑраттӑм, эс тупӑннишӗн савӑнни те пурччӗ унта — куҫҫуль юхрӗ анчӗ, чарса та чарма ҫук.

Хотела тебя изругать, а потом обрадовалась, что ты нашелся, и слезы сами собой потекли, не остановить.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чиперех алӑра тытса тӑраттӑм

В руке держал все время…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп Левентее ун пек ҫын мар тесе тӑраттӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурнӑҫ малалла шунӑ май, ҫав куштан критиксем те тӳрленчӗҫ пуль, тесе тӑраттӑм, ҫиҫӗм йӑлтӑртатса ҫиҫсе илчӗ, аслати авӑтса ячӗ, аҫи кӗрслтеттерсе ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Эп хам та малтан хӑратмалла кӑна илчӗ пуль тесе шутланӑччӗ, киле каяс умӗн парать-ха ку тесе тӑраттӑм, — майӗпен, анчах тарӑхса калаҫрӗ Пикментей.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп хам та куҫ хывса тӑраттӑм та-ха ҫав сарай ҫине…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тӗл пуласса пӗлсех тӑраттӑм.

— Я знал, что встреча должна быть!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кунсӑр пуҫне шкулти стена хаҫатне те сӑвӑсем час-часах ҫырса тӑраттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Тӳремлӗх сӗм тӗттӗмлӗхпе витӗннӗччӗ, эпӗ кӳле хӗрринче пурӑнма пуҫланӑ ҫынна сыхласа тӑраттӑм, ҫавӑн чухне — уяв каҫӗнче.

Равнина была покрыта тьмой, я караулил человека, поселившегося на озере, тогда, в ночь праздника.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чубук хӑш чухне пӗр-пӗр ӗҫпе ятлама е вӑтантарма тытӑнсан, ҫилленкелесе чӑтса тӑраттӑм, анчах ӑна хирӗҫ мӗн те пулин хытӑрах сӑмах калама чӗлхе ҫаврӑнаймастчӗ.

Чубук был похож на отца, а не на товарища. Станет иногда выговаривать или стыдить, стоишь, злишься, а язык не поворачивается сказать ему что-нибудь резкое.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ ӑна курсан хаваслансах кайрӑм, мӗншӗн тесен вӑл хӑварнӑ листовкӑсемпе мӗн тумаллине пӗлмесӗр аптӑраса тӑраттӑм.

Я обрадовался ему, потому что не знал, что делать с листовками.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ҫапах та ку кушак сикнипе эпӗ вилӗ шӑши пулса тӑраттӑм… пӗр вершук ҫеҫ сулахаялла — пулатчӗ те.

— Однако, прыжок этой кошки мог сделать меня мертвом мышью… еще вершок влево, и кончено.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 375–381 с.

— Эпӗ лавкка умӗнче тӑраттӑм, — тӑсрӗ старик, — вӑл унтан тухрӗ.

— Я стоял у лавки, — продолжал старик, — а он вышел оттуда.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Акӑ эп ҫакна астӑватӑп: выҫса ҫитнипе, пристаньсенче шурӑ кулачӑсем ҫине сехечӗ-сехечӗпе пӑхса тӑраттӑм

Я, как себя помню, на пристанях часами глядел на белые-то калачи…

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Юрать-ха санӑн Ваську ҫитсе ӗлкӗрчӗ, атту пулсан эпӗ те вӗрен ҫинче ҫапкаланса тӑраттӑм.

Хорошо, что твой сынишка подоспел, а то бы и мне болтаться на веревке.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лӑпкӑ та тирпейлӗ пурӑннипе эпӗ, паллах, икҫӗр ҫултан королевствӑри чи пуян ҫын пулса тӑраттӑм.

При некоторой бережливости и умеренности я с полным основанием мог бы рассчитывать лет через двести стать первым богачом в королевстве.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Манӑн вулас килнӗ кӗнекене стена ҫумне сӗвентерсе тӑрататчӗҫ; эпӗ чи ҫӳлти пусма картлашки ҫине хӑпарса тӑраттӑм та, ҫӳлти йӗркерен вулама тытӑнаттӑм, вара сулахайран сылтӑмалла картлашка тӑрӑх куҫса вуласа пыраттӑм.

Книга, которую я желал читать, приставлялась к стене; я взбирался на самую верхнюю ступеньку лестницы и, повернув лицо к книге, начинал чтение с верха страницы, двигаясь вдоль ступеньки слева направо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ҫапла шут тытассинчен эпӗ тахҫанах шикленнӗччӗ, ҫавӑнпа вӑл мана пӗчченех хӑварнӑ вӑхӑтсенче манпа пулкаланӑ хӑшпӗр тамашасем ҫинчен эпӗ ӑна пӗлтермесӗр пытарса тӑраттӑм.

Я уже давно опасался, что она примет такое решение, и потому скрывал от нее некоторые незначительные приключения, случившиеся со мной в ее отсутствие.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех