Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрат сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрат (тĕпĕ: тӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Микуль, мана вун пилӗк утӑма мар, ҫирӗм утӑма тӑрат, — терӗ вӑл юлташне аллинчен тытса, Микуль, уяв хуҫинчен ыйтмасӑрах, Вовӑна чӳлмеке кутӑн тӑратрӗ, аллине туя тыттарчӗ, ҫирӗм утӑм тусан, ӑна виҫ-тӑватӑ хут хӑй тавра ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кам та кам шыва чӗлхипе йытӑ евӗр лаккаса ӗҫет, ҫавна айккине уйрӑм тӑрат, ыттисене, чӗркуҫленсе ӗҫекенсене, тепӗр енне тӑрат, тенӗ.

И сказал Господь Гедеону: кто будет лакать воду языком своим, как лакает пес, того ставь особо, также и тех всех, которые будут наклоняться на колени свои и пить.

Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.

5. И сказал Господь Моисею, говоря: 6. возьми левитов из среды сынов Израилевых и очисти их; 7. а чтобы очистить их, поступи с ними так: окропи их очистительною водою, и пусть они обреют бритвою все тело свое и вымоют одежды свои, и будут чисты; 8. и пусть возьмут тельца и хлебное приношение к нему, пшеничной муки, смешанной с елеем, и другого тельца возьми в жертву за грех; 9. и приведи левитов пред скинию собрания; и собери все общество сынов Израилевых 10. и приведи левитов их пред Господа, и пусть возложат сыны Израилевы руки свои на левитов; 11. Аарон же пусть совершит над левитами посвящение их пред Господом от сынов Израилевых, чтобы отправляли они служение Господу; 12. а левиты пусть возложат руки свои на голову тельцов, и принеси одного в жертву за грех, а другого во всесожжение Господу, для очищения левитов; 13. и поставь левитов пред Аароном и пред сынами его, и соверши над ними посвящение их Господу.

Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫиле хирӗҫ ҫавӑрса тӑрат.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарайне тӑрат та Хӗлипе кала, халех ман пата кӗтӗр! — хушрӗ вӑл Трифуна.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Эсӗ пысӑк ӗнтӗ, кил тытма вӑй ҫитерӗн — шӑллусемшӗн ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне пул, вӗсене ура ҫине тӑрат.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сюльдяшов вӗсене вӑйпут ҫурчӗ умӗнче кӗтсе тӑрат.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пачӑшкӑ патне кайса тӑрат, — хушрӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑрат!

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӳречин пӑтисене эп йӑлтах кӑларса хунӑ, пыр тӑ хуллен илсе ҫеҫ тӑрат».

Гвозди с окон я все повынимал, подойди да сними тихонько.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Стена ҫумӗнчи пӑтара Романовӑн шинелӗ ҫакӑнса тӑрат!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чар лашуна, хурал пӳрчӗ патне тӑрат! — хушрӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Умна халӗ эпӗ тӗлӗннине кӑларса тӑрат: хӗп-хӗрлӗ шӗл-кӑварпа тӑраничченех киленнӗ хыҫҫӑн пуҫа пӑртӑм та… ҫутӑлса пынине туйрӑм.

Представьте же мое удивление, когда, вдоволь насытившись видом раскаленных углей, я повернул голову и почувствовал, что светает.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Хӑлхуна тӑрат, ачам, — терӗ Ленур, — санӑн халӗ шӑпах — хӑвна мӑн ҫынла кӑтартмалли меллӗ самант.

— Послушай, малыш, — вместо ответа сказал Ленур, — тебе представляется удобный случай показать себя взрослым человеком.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Эй, ватӑ кашкӑр, тӑрат хӑвӑн кандидатуруна!

— Эй, старина, поставь-ка свою кандидатуру!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тул ҫутӑласпа Валета тӑрат, хурал йӗркелетӗр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыйтмалли пулсан аллуна тӑрат та: «Сӑмах ыйтатӑп», те.

Если нужно спросить, подними руку и скажи: «Прошу слова».

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ пӗрремӗш рота командирне, Ермолина чӗнсе илтӗм те: — Шӑплӑхӗ шӑплӑхах пултӑр-ха, анчах эсӗ, ҫапах та, постсем ытларах кӑларса тӑрат, — терӗм.

Я вызвал командира перовой роты Ермолина и сказал ему: — Тишина тишиной, а ты все-таки поставь дополнительные посты.

Ултавлӑ шӑплӑх // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Экватор ҫине картонран тунӑ пӗчӗкҫӗ ҫынна пичӗпе ҫурҫӗр полюсӗ енне туса тӑрат.

Поставь на экватор маленького картонного человечка лицом к северному полюсу, или, проще говоря, к северу.

Тӗнче енӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Ночкин, хурал тӑрат.

Ночкин, караулы поставь.

XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех