Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраннӑскер (тĕпĕ: тӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ хӗрне пӗр стакан сӗт пачӗ те лешӗ, тӑраннӑскер, каллех мӑшлата пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗрсе тӑраннӑскер — халӗ вӑл типӗ куҫсемпе утать, туратсенчен тӑрӑнасран асӑрханса аллисене тӑснӑ, «Ешӗл флейта» мӗлкисем ун хыҫҫӑн хӑваласа чупмаҫҫӗ-ши тесе тимлӗн итлесе пырать.

Наплакавшись, она брела теперь с сухими глазами, протягивая руки, чтобы не наскочить на сук, и прислушиваясь, не гонятся ли за ней тени «Зеленой флейты».

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӑйӗн пайне аранах ҫисе ярсан, ҫурма тӑраннӑскер, вӑл килӗшӗн тунсӑхлама пуҫларӗ.

Съев кое-как свою порцию, она, став полусытой, затосковала по дому.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Введенски собор ҫывӑхӗнчи урамра икӗ хваттерлӗ йывӑҫ ҫуртра пурӑнакан Крапивин, кӗҫӗр ку уйӑхра пӗрремӗш хут ҫывӑрса тӑраннӑскер, сакӑр сехет тӗлнелле тин тутлӑн карӑнса илчӗ те вырӑн ҫинчен юлхавлӑн тӑчӗ, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех чӳрече патне пырса, ӑна яри уҫса ячӗ, нӳрӗ те уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешӗ, ҫӑмарта ҫисе тӑраннӑскер, тӗлӗрсе ларнӑ.

Тот дремал, наевшись яичницы.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

— Чиркӳре те яланах шӑп пулмасть, — терӗ Ванюшка, яшкапа пӑтӑ ҫисе тӑраннӑскер.

— В церкви тоже не всегда тихо бывает, — сказал Ванюшка, плотно подзакусивший кашей и взваром.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех