Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑранма (тĕпĕ: тӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выҫса ҫитнӗ пек, шывсӑр чылай вӑхӑт хушши аптранӑ хыҫҫӑн ӗҫсе тӑранма ӗмӗтленнӗ пек пӑхрӗҫ пӗр-пӗрин ҫине, мӗн-тӗр курмасӑр, асӑрхамасӑр юласран хӑранӑн куҫӗсене те мӑчлаттармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрманти йӗпе тӑпрара яланах аялалла нӳрӗ сӑрхӑнса тӑрать, ҫав нӳрӗ ӳсентӑрансене тӑранма кирлӗ япаласене тӑпра ӑшӗнчен ирӗлтерсе юхтарса каять.

В сырой лесной почве влага постоянно просачивается через почву, растворяет и уносит из нее растворимые вещества, которые нужны для питания растений.

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпӗ ҫарта хӗсметре тӑнӑ чух ҫеҫ ҫӑкӑр ҫисе тӑранма пултартӑм.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Кулни - лайӑх эмел, эппин, кулса тӑранма тӑрӑшӑр.

Смех — потрясающее лекарство, так что постарайтесь вдоволь посмеяться.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмпа пуракӗ паҫӑрах тулчӗ пулин те, Укахви киле таврӑнма шутламарӗ: ытарса тухаймӑн вӑрмантан, пӑхса тӑранма мехел ҫук…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫутҫанталӑкпа киленсе тӑранма ҫук.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кукамӑшӗпе Нина аппа калаҫса тӑранма юлчӗҫ, мама ачисемпе ҫывӑхри пасара кайрӗ.

Бабушка осталась болтать с тетей Ниной, а мама с детьми пошли на ближайший рынок.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Халӑхра: «Ҫӑтӑ ҫыннӑн пырӗ нихҫан та тӑранма пӗлмест — тарӑн», теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Ҫапах та кунпа ҫеҫ тӑранма шутламасть Виктор Федорович.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Ара, малашне хамӑн та ҫав чӗпӗ пек пӗчӗккӗн сӑхса тӑранма пуҫлас мар-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Шӑнтсан, юр ҫума пуҫласан, янтӑ, хатӗр утӑ пур чухне, утса ҫӳресе тӑранма ӳркенеҫҫӗ вӗсем, тӳрех капансем патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ак ҫӑра та тупӑнчӗ, ывӑл та тупӑнчӗ, — терӗ Офоня вӗсене макӑрса тӑранма парса.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑранма пӗлессине чакакран ан кӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ун пек чух: «Тӑранма пӗлетӗн-и эс, хӑҫан та пулин тӑранатӑн-и?» — тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Эпӗр ӗҫлесе те тӑранма пултаратпӑр.

А мы проживем и без этих денег, своим трудом…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӑрсасем тӑранма пӗлмен пиркиех терт курать халӑх пур ҫӗрте те.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Паран, паран, нимпе те тӑранма пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку эрнере ытларах килте пулма, тинех ҫывӑрса тӑранма май пулӗ.

Этот период предоставит вам возможность посвятить больше времени дому и наконец немного выспаться.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку тапхӑрта вӑхӑта килте ирттерме, ҫывӑрса тӑранма май пулӗ.

Этот период предоставит вам возможность посвятить больше времени дому и наконец немного выспаться.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йывӑр кун хыҫҫӑн канма, ҫывӑрса тӑранма тӑрӑшӑр, вара вӑй тем валли те ҫитӗ.

После долгого дня старайтесь отдыхать и высыпаться, тогда сил хватит на все - и с большим запасом.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех