Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑранас (тĕпĕ: тӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Яр-ха… выҫӑран… мӗнпе те пулсан тӑранас терӗм пулать ӗнтӗ.

— Отпусти… с голодухи…

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Феня халь, лӑпланчӗ, анчах куҫӗсем Борин ҫине курса тӑранас ҫук пек антӑхса пӑхаҫҫӗ.

Феня уже владела собой, и лишь с какой-то жадностью все время смотрела в лицо Борина.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн уҫӑлса ҫӳрес е уҫӑ сывлӑшра спортпа аппаланас, ун хыҫҫӑн лайӑх ҫывӑрса тӑранас вырӑнне ҫын хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне картла выляса е эрех ӗҫсе ирттерет пулсан, ӳт-пӳ чиперлӗхне, сӑн-пит илемлӗхне упраса хӑвараймасть.

Ничто не поможет, если человек, вместо того, чтобы после рабочего дня пойти гулять или заняться спортом на свежем воздухе и хорошенько выспаться, проводит время до полуночи за карточным столом или среди собутыльников.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Техӗмлӗ пиҫнӗ, Выҫӑхнӑ Шерккей ӑна тӑварпа пусать те ҫисе тӑранас ҫук пек васкаса хыпать.

Сварилась ароматной, Шерккей ел жадно и торопливо, обмакивая в соль картофелину за картофелиной.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ку сӑмах хыҫҫӑн Корнев хӑех, тиркешсе: — Эсрелсем, сирӗнпе калаҫиччен малтан пӑрҫа ҫисе тӑранас пулать, — терӗ те пӑрӑнса утрӗ.

После этого уже сам Корнев говорил пренебрежительно: — Черти, с вами гороху наесться сперва надо, — и уходил.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Эпир ӑсран кайнӑ ҫынсем пек, тӳрех ҫав хӑрушӑ япала патне ҫывхарса пыратпӑр, ку тискер кайӑк ҫиес пулсан, кунне ҫӗр кита ҫӑтса ярсан та тӑранас ҫук.

А мы, безумцы, плывем прямо к этой чудовищной туше, которую не насытила бы и на один день целая сотня китов.

XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫавӑнпа та судьясем ҫак ҫамрӑксем ҫине, тытса хыпма алӑ ҫитереймен лайӑх ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса ӑмсанаҫҫӗ, вӗсем, ют вӑйпа тӑранас пултарулӑха ҫухатнӑ та тутӑ пулмалли май хӑйӗн умӗнченех кайнине курнипе салхуллӑн ӳлекен вӑйсӑр тискер кайӑк пек тарӑхса, вӗсене тавӑрма ӗмӗтленсе пӑхаҫҫӗ..

И поэтому юноши вызывают у старых судей мстительное, тоскливое раздражение ослабевшего зверя, который видит свежую пищу, на уже не имеет силы схватить ее, потерял способность насыщаться чужою силой и болезненно ворчит, уныло воет, видя, что уходит от него источник сытости.

XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Нимрен ытла, кам ҫине те пулин пырса тӑранас марччӗ.

Главное, тут на кого-нибудь не наткнуться.

VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Тул ҫутӑласси нумай юлмарӗ, унччен ҫывӑрса тӑранас пулать.

До утра недалеко, надо выспаться.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Капӑр фрак тӑхӑнас, типӗ тытнӑ хыҫҫӑн тутлӑ апат ҫисе тӑранас, лайӑх хваттере куҫас, халех театра, кондитерскине, тата… каяс, ытти ҫӗрте пулас.

Одеться в модный фрак, разговеться после долгого поста, нанять себе славную квартиру, отправиться тот же час в театр, в кондитерскую, в ……..

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

— Ҫывӑрса тӑранас тесен, манӑн талӑкӗпе вӑранас пулмасть!

— Мне надо сутки подряд спать, чтобы отоспаться как следует.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунти вырӑнсем питех те илемлӗ, райри пек темелле; сӑртсем те ҫав тери савӑнӑҫлӑ, пӑхса тӑранас ҫук: Усть-Невински станици вара станица та мар, вӑл чечекре ларакан сад».

Места здесь великолепные, просто райские места; и горы такие веселые, что смотришь на них и насмотреться не можешь; а Усть-Невинская — так это же не станица, а один сплошной сад».

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Акӑ мӗн, салтӑн та ҫывӑрма вырт, — терӗ Христофор атте, — санӑн ҫывӑрса тӑранас пулать.

— Вот что, ты раздевайся и ложись спать, — сказал о. Христофор, — тебе выспаться надо.

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.

В запахе куропаток так много плотно ссученных оттенков, что лисовину, для того чтобы насытить нюх, надо сойти с кургана и проплыть, не вынимая из звездно искрящегося снега ног, волоча покрытое сосульками, почти невесомое брюшко по верхушкам бурьяна, саженей пятьдесят.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санпа калаҫиччен малтан пӑрҫа ҫисе тӑранас пулать.

С тобой надо разговаривать, хорошенько накушавшись гороха.

XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫывӑрса каяс чухне хӗвелтухӑҫ ҫуталма пуҫланӑччӗ, анчах та манӑн ҫав каҫхине ҫывӑрса тӑранас ҫуккине пӗлӗт ҫинех ҫырса хунӑ пулӗ ҫав.

Уж восток начинал бледнеть, когда я заснул, но — видно, было написано на небесах, что в эту ночь я не высплюсь.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех