Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑранаймасӑр (тĕпĕ: тӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ҫапла ниепле калаҫса тӑранаймасӑр, чылайччен пирӗн патӑрта ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ санпа калаҫса тӑранаймасӑр сирӗн садӑра вӑрӑ пек кӗрсе тӑнӑшӑн айӑп ан ту».

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ князь ҫине тӑранаймасӑр пӑхрӑм: ӑна пурте хисепленӗрен, вӑл эполетсем ҫакса янӑран, ӑна курсан кукамай хытӑ хӗпӗртенӗрен тата вӑл ҫеҫ кукамайран ним шикленмесӗр питӗ ирӗклӗн калаҫнӑран, ӑна ma cousine тесе чӗнме те хӑйнӑран эпӗ княҫа кукамайпа танах, тен, ытларах та хисеплекен пултӑм.

Я не мог наглядеться на князя: уважение, которое ему все оказывали, большие эполеты, особенная радость, которую изъявила бабушка, увидев его, и то, что он один, по-видимому, не боялся ее, обращался с ней совершенно свободно и даже имел смелость называть ее ma cousine, внушили мне к нему уважение, равное, если не большее, тому, которое я чувствовал к бабушке.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шура аллине питҫӑмарти айне хунӑ та тутлӑн ҫывӑрать, эпӗ ун ҫине пӑхса тӑранаймасӑр час-часах тӑрса ун умне пыратӑп.

Шура крепко спал, положив ладонь под щеку, а я то и дело вставала взглянуть на него и не могла наглядеться.

Ульяновскран килекен хыпарсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Унтан хӑйне хӑй питлеме тытӑнчӗ: ҫав кун ирхине вӑл лайӑх ҫывӑрса тӑранаймасӑр тӑнӑ пирки пулнӑ-мӗн ку, ӳлӗмрен нихҫан та апла ир тӑмастӑп тет.

А потом стал и себя ругать: будто бы все это оттого и вышло, что он поднялся в то утро ни свет ни заря, даже не отдохнул как следует, и будь он проклят, если когда-нибудь еще встанет рано.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Павлик та, ниепле те пӑхса тӑранаймасӑр, ытти ачасен ушкӑнӗнче хӑйӗн тӗреклӗ урисемпе тапӑлтатса ҫӳренӗ.

Пожираемый непобедимым любопытством, Павлик топал на своих крепеньких ножках в толпе других детей.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех