Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑранаймарӗ (тĕпĕ: тӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗ ҫине пӑхса тӑранаймарӗ Манюк.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн чухлӗ пурӑнчӗҫ пӗрле, Ванюш ҫавах мӑшӑрӗ ҫине пӑхса тӑранаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иливан кӗҫӗр те, яланхи пекех, ҫывӑрса тӑранаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тоня ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑха пуҫларӗ ҫеҫ мар, ирӗклӗхпе киленсе тӑранаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Патша ывӑлӗ Гуландаза хӑй ытамӗнчен икӗ кун хушши вӗҫертмерӗ, пӗр самантлӑха та унран уйрӑлмарӗ — пурпӗрех ун ҫине пӑхса тӑранаймарӗ.

Царевич два дня не выпускал красавицу из своих объятий и ни на миг с ней не разлучался — все нарадоваться на нее не мог.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Чжан Цзин-сян хӑйӗн резина аттисем ҫине пӑхса тӑранаймарӗ.

Чжан Цзин-сян не мог налюбоваться на доставшиеся ему резиновые сапоги.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Санин унтан тӗлӗнсе тӑранаймарӗ: ӑна ҫак ытармалла мар илемлӗ пит-куҫ сасартӑк ҫав тери кулӑшла пулма пултарни ӑраснах тӗлӗнтерчӗ.

Санин не мог довольно надивиться ей; его особенно поражало то, каким чудом такое идеально-прекрасное лицо принимало вдруг такое комическое, иногда почти тривиальное выражение?

VII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Каштанка темӗнччен ҫирӗ, ҫавах ҫисе тӑранаймарӗ, нумай ҫинипе ӳсӗрӗлнӗ пек пулса кайрӗ.

Каштанка съела много, но не наелась, а только опьянела от еды.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Кондратьев машинӑран тухрӗ те хутор ҫинелле пӑхрӗ, пӑхрӗ, анчах пӑхса тӑранаймарӗ.

Кондратьев сошел с машины, смотрел, смотрел на хутор и не мог насмотреться.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мичо бай ҫаплах Огняновран куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ, вӑл хавасланса тӑранаймарӗ.

А дядюшка Мичо все любовался Огняновым и не мог на него нарадоваться.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех