Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑракансен (тĕпĕ: тӑракан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1985 ҫулта СССРа 1983 ҫулта пырса кайнӑ Саманта Смит вилсен унӑн амӑшӗ Джейн тата вӑл никӗсленӗ «Ачасем тӑнӑҫлӑх тытса тӑракансен вырӑнӗнче» (акӑл. Children as the Peacemakers) организаци совет шкул ачи те АПШ-на хӑнана ятарласа килсе каяссине йӗркелеме сӗннӗ.

После гибели в 1985 году Саманты Смит, посетившей СССР в 1983 году, её матерью Джейн и основанной ею организацией «Дети как миротворцы» ( англ. Children as the Peacemakers) было предложено организовать ответный визит в США советской школьницы.

Лычёва Екатерина Александровна // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D1%8B%D ... 0%BD%D0%B0

Михха урхамахне картиш алӑкӗ урлӑ сиктерсе ыйткалакана таптатнине курсан, хӳтлӗхре пӑхса тӑракансен сехрисем хӑпрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрӗн хире-хирӗҫ енӗсенче тӑракансен урисем пӗр-пӗринпе хире-хирӗҫ тӑраҫҫӗ.

Люди, стоящие на противоположных сторонах земли, обращены друг к другу ногами.

Ҫӗрӗн формипе пысӑкӑшӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пире хирӗҫ тӑракансен пур-пӗрех парӑнтараймӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Уншӑн нимрен ытларах пурнӑҫ пусмин ҫӳлерех картлашки ҫинче тӑракансен сӑмахӗ хаклӑ, вӗсене ҫӑвар карсах тӑнлать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак Полина, чӑмпӑлт! шыва чӑмнӑ пек, килхушши варринелле, туй халӑхӗ еннелле куҫ ывӑтса тӑракансен хушшине хыҫалтан чупса кӗрсе йӑп! ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унта службӑра тӑракансен, мобилизаципе кайнӑ ҫынсен, хамӑрӑн ентешсен пурнӑҫӗпе округра пурӑнакансем интересленсех тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки пӑшӑрханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Лукарье этемле мар кӑшкӑрса пулӑшма чӗнни курса тӑракансен чӗрисенче ҫынна пулӑшас кӑмӑлӗсене мар, Лукарьерен кулас хаваслӑхне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умӗнче тӑракансен тӗпчевлӗ куҫӗсем хӑй ҫине тӑрӑннине астуса, кӗлтумаллине аса илчӗ те: — Паки, паки миром господу помолимся! — тесе яланхи пекех уҫҫӑн юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Район пуҫлӑхӗ Владимир Яковлев сывлӑх хуралӗнче тӑракансен ӗҫне пысӑка хурса хакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Кӑҫалтан вара «Атӑл» батальонта службӑра тӑракансен ачисене те тӳлевсӗр апатлантарма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Нухрат ҫырма леш енчен юртӑпа килчӗ те хӑйне кӗтсе тӑракансен умне ҫитсен лашине тапах чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян илсе тӑракансен йышӗ те пысӑк мар – 52 ҫын.

Куҫарса пулӑш

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Халӗ пурте ҫав вилӗм япӑх паллӑ тесе калаҫаҫҫӗ, тата — ҫак ҫул венчете тӑракансен шӑпи телейсӗр вӗҫленет имӗш, пурнӑҫӗ те вӗсен киревсӗр пулать-мӗн.

Теперь все говорят, что это — дурное предзнаменование и что те, кто обвенчается в нынешнем году, несчастливо кончат, да и жизнь их будет противной.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Эпӗ венчете тӑракансен вун-вун ҫемйине шутласа тухма пултаратӑп.

 — И я мог бы перечислить десятки семейств, где венчаются.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тавлашса тӑракансен ушкӑнӗсем салана пуҫлаҫҫӗ.

Кучки спорящих начали расходиться.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем, пуҫпулса тӑракансен интересӗсене хӳтӗлесе, аслӑ сатирик ҫинчен элек сараҫҫӗ.

Клевета на великого сатирика распространяется в интересах господствующих классов,

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Ҫак самантра вара ҫыран леш енче пӑхса тӑракансен кӑкӑрӗнчен пӗртен-пӗр хӑраса кӑшкӑрнӑ сасӑ ҫеҫ тӑвӑнса тухрӗ.

Один общий крик тревоги вырвался в ту же минуту из груди всех, смотревших по другую сторону.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Эндимион, хӗрлӗ шара илнӗ чура енне хӑвӑрт ҫаврӑнса курса тӑракансен хушшипе ун патнелле кайма пуҫланӑ.

Эндимион, быстро повернувшись в сторону, где из рук в руки передавали красный шарик, хотел пробраться между ногами зрителей к нему.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӑхса тӑракансен хушшинче кӳреннӗ сасӑсем те илтӗне ларӗҫ.

Толпа загудела, словно пчелиный рой.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех