Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑприне (тĕпĕ: тӑпра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Астронавтсем 30 кг ытла уйӑх тӑприне пуҫтарнӑ, ҫавӑн пекех «Сервейер-3» аппаратӑн темиҫе пайне кӑларса илсе хӑйсемпе пӗрле илнӗ

Астронавты собрали свыше 30 кг лунных пород, а также сняли несколько деталей с аппарата «Сервейер-3»

Уйӑх ҫинче пулса курнӑ ҫынсен списокӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D0%B9%D ... 0%BA%D3%97

Пӗрремӗш шахтӑсене этрусксем тунӑ, кайран, пирӗн эрӑччен 480 ҫул хыҫҫӑн, тимӗр тӑприне римлянсем кӑларнӑ.

Первые шахты были созданы этрусками, затем, после 480 до н. э. железо добывали римляне.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Тепӗр историксем шутланӑ тӑрӑх, тӗп хулана кӑнтӑралла куҫарни тимӗр тӑприне кӑларас ӗҫпе ҫыхӑннӑ — Мероэ тавра, Напатӑпа танлаштарсан, вӑрмансем йышлӑ пулнӑ, вӗсем домен кӑмакисене хӗртме кирлӗ пулса тӑма пултарнӑ.

Другие историки считают, что перенос царства на юг был связан с добычей железа — вокруг Мероэ, в отличие от Напаты, располагались обширные леса, которые могли служить источником топлива для доменных печей.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

— Вил тӑприне куриччен ӗненме пулать.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсир унӑн вил тӑприне курман, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ӳтне паттӑрла пуҫ хунӑ ытти Совет салтакӗсемпе пӗрле Синимяэ поселокӗнчи 2-мӗш номерлӗ тӑванла вил тӑприне пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d0%bf%d0% ... %d0%b0cce/

Ҫав вил тӑприне илсе килсе пачӑшкӑна кӗлӗ вулаттарнӑ, аннен вил тӑпри ҫине хурса атте ячӗпе хӗрес лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Тытӑнтӑм вара ӗҫе: ҫӗрле чаваттӑм, тӑприне кӗсьене тултарса аяккарах кайса пӗчӗккӗн сапалаттӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫур ҫултанах Ула Тимӗрпе Полинӑн пӗртен пӗр ывӑлӗн, Лешан, чип-чипер таса ӳсекен вун тӑватӑ ҫулхи ачан, пырне пулӑ шӑмми лекнине пула тӑприне таптама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.

В 1833 году деревенский кузнец и электрик-самоучка из американской глубинки Томас Дэвенпорт узнал о том, что Джозеф Генри изобрел электромагнит и использует его для обогащения железной руды.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Вил тӑприне ешӗл ҫеремпе витсе хунӑ, хӗресӗ ҫине «К. В. Иванов» тесе кӑна ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫтаппан, ҫенӗк умӗнчи пусма ҫине ларса урине салтсан, ҫӑпата ӑшне кӗрсе тулнӑ тӑприне юпа ҫумне шаккаса тасатрӗ те: — Квас тултарса пар-ха, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗреҫепе чавать-чавать те итлесе пӑхать, унтан тӑприне аллисемпе аяккалла сирсе хурать.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Иван Семеновичӑн ашшӗ Шупашкарта ҫӗре кӗнӗччӗ-ҫке, ывӑлӗ ӑна манмасть, ашшӗ вил тӑприне тирпейлесех тӑрать, — ятлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗ вӗсемпе кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӑва ҫинче Ятламас хӑй амӑшӗн вил тӑприне шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав арлан тӑприне кӗллӗ сий вырӑнне кӑларсан, кӗлне аяла антарсан, мӗн пулать-ха?

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эпир ана тӑприне пӳрнепе сӑтӑркаласа ҫирӗмӗр: тутлӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗреҫепе пӗрене айӗнчи ҫӗре тӑнк! та тӑнк! тутаратӑп, тӑприне алӑпа сиретӗп.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урпана ҫӗр ҫумӗнчен пӗр ывӑҫ тӑпӑлтарса илсен, тымар ҫумӗнчи тӑприне ҫӑпати ҫумне шаккарӗ, шурӑ тусан пӑр! вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Халь тавӑру кӑна чӗрене канӑҫлӑх парӗ, ашшӗ тӑприне ҫӑмӑллатӗ.

Только расплата за смерть отца облегчит душу, облагородит прах отца за кладбищенской чертой.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех