Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмӑп (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Саншӑн, чӑннине калатӑп, урасене виҫҫӗмӗш ҫул ҫӳреве кайма та шеллесе тӑмӑп.

 — И ради тебя, право, не пожалею я ног даже для третьего путешествия.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Вӑл — пархатарлӑ, тавлашса тӑмӑп.

Он поступил благородно — я не спорю..

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Малашне ман патӑма текех двойкӑсем илсе килнӗ ан пул, эпӗ матросне мӗнне те пӑхса тӑмӑп, хӑлхуна пӑрса татӑп, хытӑ хӗртсе илӗп.

Ты чтобы у меня двоек больше не приносил, а то не посмотрю и на матроса — выдеру.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Каласа паратӑп сана; енчен те хӑвӑн ӑссӑрлӑхунтан ҫакӑн хыҫҫӑн та хӑпмасан — хирӗҫлесе тӑмӑп урӑх.

Я расскажу тебе, и если ты после этого все же будешь упорствовать в своем безумстве — я не стану возражать более.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Эп нумай тӑмӑп, ҫиччас ӑшӑнап та тухса кайӑп… — ӑнлантарчӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Асту, кайран-малтан мӗн пуласса пӑхса тӑмӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан тата мана юрӑхлӑ ҫуртпа выртса тӑмалли вырӑн ҫук пирки эпӗ унта пит аптрани ҫинчен те каласа тӑмӑп: мана утиял ҫеҫ витӗнсе ҫара ҫӗр ҫинех выртса ҫывӑрса пурӑнмалла пулчӗ.

Не буду также говорить о неудобствах, которые я испытывал из-за отсутствия подходящего помещения и постели: мне пришлось спать на голой земле, укрывшись своим одеялом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кала пӗреххут, каламасан — пит пӑхсах тӑмӑп!

Лучше рассказывай, а не то — церемониться не стану!

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Тупса парсан ахаль тумӑп, хытса тӑмӑп.

За находку не поскуплюсь.

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Эпӗ халь пирӗн пысӑк гидроэлектростанцисем ҫинчен калаҫса тӑмӑп.

Ты еще не знаешь физики, и я не буду говорить о мощности наших больших гидроэлектростанций.

Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Пӑхса тӑмӑп, кӳрентерес пулсан, никама та тиркемӗп».

За обиду не посмотрю и не уважу никого.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Асту, эсӗ тесе пӑхса тӑмӑп, Хвеччис, нач-час алӑк хӑлӑпне чуптутарса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ытах ҫук-тӑк ача сачӗ-ясли таврашӗ — эп нимӗнле хура ӗҫе те тиркесе тӑмӑп.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ун пек йӗркесӗрлӗхе мухтасах тӑмӑп эпӗ!»

Я не склонен поощрять распущенность!

Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Эпӗ вара анне кӗпи ӑшне пуҫа чиксе: — Урах нихҫан та вӑрттӑн итлесе тӑмӑп! — тесе кӑшкӑрса ятӑм.

А я к маме головой в юбку и закричал: — Я не буду подслушивать!

Ҫул ҫине тухма хатӗрленни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

«Кай», тесен, урӑх ыйтса-тилмӗрсе тӑмӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗ унӑн чунӗ мӗн тери асапланни ҫинчен те ҫырмӑп, Прохор Палыч кун хыҫҫӑн икӗ талӑк хушши ҫуршар каҫ ҫывӑрманни ҫинчен те чарӑнса тӑмӑп, унӑн кӑмӑлӗ мӗн тери улшӑнса тӑни, кичемлӗхӗ урлӑ каҫсах тӑкӑнни ҫинчен те каламӑп — питӗ йывӑр вӑл.

Не буду описывать терзания его души, не буду останавливаться на том, как Прохор Палыч по полночи не спал двое суток подряд, не буду вдаваться в подробности колебаний психики и переливания тоски через край — это очень трудно.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Тепӗр хут килес пулсан, пӗлсех тӑр, санран вӑтанса тӑмӑп, ӗнсерен парӑп та урядник господин патне тытса кайӑп.

А в другой раз придешь, так и знай, стесняться с тобой не стану, намну загривок и стащу к господину вряднику.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

— Хирӗҫлесех тӑмӑп.

— Не отказываюсь.

12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кашни урамрах ҫутӑ пуррине, ҫӳп-ҫап сахаллине каласа та тӑмӑп.

То, что на каждой улице есть свет, а мусора мало и говорить не буду.

Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех