Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмӑн (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уншӑн мӗн тунине аса та илмӗн, шутласа та тӑмӑн.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пулӑ пулсан, пурте пур: нихҫан та апатсӑр лармӑн, ҫырткаламаллинчен те татӑк тӑмӑн.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Хӗвел ҫунтарнипе хӑмӑрланнӑ ҫерем сӑртран сӑрта кӗл сӗмӗсемпе куҫать, — ҫак кӗле чулпа тӑмӑн, йӗплӗ тӗмсен пӑнчисемпе сапласа тухнӑ тейӗн.

Бурая трава, сожженная солнцем, переходила с холма на холм оттенками золы, усеянной пятнами камней, глины и колючих кустов.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ман ума ҫӑмламас кочегар тухса тӑмӑн туйӑнчӗ — вӑл та час-часах «сурасчӗ» тетчӗ.

Предо мною встал мохнатый кочегар — он тоже часто говорил «наплевать».

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Аҫу-аннӳне те пӗлтерсе тӑмӑн, — хӗр имахне ним вырӑнне те хумасть Виталий.

И родителям не скажешь, — добивал девушку Виталий.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫынсем пуҫтарӑнса ҫитиччен, лавсене уйӑриччен Сергей радиоприемнике шанчӑклӑ каччӑна парса, юхса килекен пӗренесене хӑш вырӑнта кӑларасси ҫинчен Саввӑпа калаҫса тӑнӑ чух, Дорофей хальхинче тимӗр-кӑвак лашине мар, ҫинҫе ураллӑ ӑйӑра йӗнерлерӗ те, унпа ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫса тӑчӗ: «Эсӗ кайса ҫӳре-ха, ҫӳре… Эсӗ, мур илесшӗ, самӑр, тӑрса ывӑнтӑн, акӑ Сергей Тимофеича ярӑнтар-ха пӗрре, вара тутусене пӑркаламӑн, ещӗке кӑшласа тӑмӑн…», — текелерӗ.

Пока были выделены подводы и собраны люди, пока Сергей, вручив надежному парню радиоприемник, разговаривал с Саввой о том, в каком месте на реке лучше всего устроите запань для приема сплавляемой древесины, пока Дорофей седлал на этот раз не серого коня, а тонконогого и пугливого жеребца, разговаривая с ним, как с человеком: «А ты пробегайся, пробегайся… Жирный, застоялся, вот и покатай Сергея Тимофеевича, тогда и не будешь грызть ящик…».

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех