Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмсем (тĕпĕ: тӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек ӳсентӑрансем ҫу вӑхӑтӗнчи вӑрӑм шӑрӑхсенчен те, хӗлле тӑмсем ӳккеленинчен те хӑрамаҫҫӗ.

Таким растениям не страшны ни продолжительный зной летом, ни легкие заморозки зимой.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ялхуҫалӑх ӗҫне туса пымашкӑн тайгара ҫут-ҫанталӑк условийӗсем ырӑ мар: сахал тухӑҫлӑ тӑпра, ҫурсем сивӗ пулаҫҫӗ, тӑмсем ирех ӳкме пуҫлаҫҫӗ.

Неблагоприятны природные условия тайги для ведения сельского хозяйства: малоплодородные почвы, холодные весны, ранние морозы.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем ҫӗнӗрен тӑмсем пухса тепӗр хут ӗҫе тытӑннӑ.

Набрав свежей глины, они снова принялись за работу.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗр ҫӗре пӗрлешсе сӗрлекен нумай-нумай сасӑсем хушшинче ҫав ҫинҫе сасӑ кӗркунне малтанхи тӑмсем ӳксе сарӑхтарнӑ вӑрманта тискер кайӑкӑн ҫӗнӗ йӗрри тӑрӑх хӑйӗн эшкерӗпе хӑваласа пыракан вӗшле ама йытӑ ыттисенчен уйрӑмах ҫуйкӑнланса, антӑха-антӑха кайса хаяррӑн йӗрсе-ӳлесе вӗрнӗ пекех яр уҫҫӑн уйрӑлса илтӗнет.

Он резко выделялся из слитной массы голосов, как выделяется из общего гона осенью в лесу, тронутом первыми заморозками, страстный, захлебывающийся, яростно плачущий лай гончей суки, идущей вместе со стаей по горячему следу красного зверя.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тутлӑн туйӑнчӗ ҫав ӑна хӑйӗнчен вунӑ ҫул аслӑрах хӗрарӑмӑн юратӑвӗ, малтанхи тӑмсем тивсе ҫунтарнӑ хӗллене юлакан вӑрманти панулми пекех тутлӑн туйӑнчӗ…

И сладка показалась ему любовь бабы на десять лет его старшей, сладка, как лесовое яблоко-зимовка, запаленное первым заморозком…

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех