Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмастӑм (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ.

Когда не было работы, они не брезговали мелким воровством с барж и пароходов, но это не смущало меня, — я видел, что вся жизнь прошита воровством, как старый кафтан серыми нитками, и в то же время я видел, что эти люди иногда работают с огромным увлечением, не щадя сил, как это бывало на спешных паузках, на пожарах, во время ледохода.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ку суту-илӗве кӗҫех тӗрӗс мар тесе йышӑнасса тата ҫавӑнпа негрсем пӗр-ик эрнеренех кунта каялла таврӑнасса шанман пулсан, эпӗ чӗнмесӗр тӑмастӑм, ултавҫӑсем ҫинчен кайса пӗлтереттӗмех…

Я бы наверняка не вытерпел, не стал бы молчать и донес на нашу шайку, если бы не знал, что продажа недействительна и негры через неделю-другую вернутся домой.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Нимӗн те хӗрхенсе тӑмастӑм.

Ничего бы не пожалел.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку зонтпа эпӗ вӑйлӑ ҫумӑртан та хӑрамастӑм, чи шӑрӑх кунсенче те ӑшӑ пирки аптраса тӑмастӑм, зонт кирлӗ мар чухне эпӗ ӑна хупаттӑм та хул хушшине хӗстерсе утаттӑм.

С этим зонтиком я не боялся никакого дождя и не страдал от солнца даже в самую жаркую погоду, а когда он не был мне нужен, я закрывал его и нес под мышкой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех