Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑлӑпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ Ҫимун, ҫийӗнчи тӑлӑпа сирсе, тӑрса ларчӗ, шӑннӑ кантӑк витӗр тулалла пӑхрӗ — кӑвак ҫутӑ килет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нӑркка (пӑтара ҫакӑнса тӑракан тӑлӑпа илет.)

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах эсир ӑна нимӗнле тимӗр тӑлӑпа та тӑллама пултараймастӑр!

Но ни в какие кандалы вы его не закуете!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Тимӗр тӑлӑпа.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ ӑна тимӗр тӑлӑпа тӑлласа янӑччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑявсене салтса тӑлӑпа уҫсан, унта ҫӑварне, алсапа пӑкӑланӑ, хӑйне тилхепепе ҫыхса пӑрахнӑ ывӑлу выртнине курах кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑлӑпа тӗккелесе пӑхрӑмӑр та — сехре хӑпса тухрӗ темелле: тӑлӑп айӗнче ҫын выртать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Новоград Свияжскине ҫитиччен тимӗр тӑлӑпа утса пытӑр-ха, вара чӑннине калать унта…

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Манӑн ывӑл кунта мар пуль?» — теме кӑна ӗлкӗрет вӑл, ун ҫине сереке уртса яраҫҫӗ, урайне ӳкерсе аллисене хыҫалалла ҫыхаҫҫӗ, урисене тимер тӑлӑпа тӑллаҫҫӗ.

— Нет ли тут моего сына? — только успел спросить он и тут же ощутил на шее удавку, ему скрутили назад руки, свалили на пол, заковали в кандалы.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун ҫийӗнчи тӑлӑпа сӳсе илчӗ те ӑна тарҫӑна тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл лашине кӗске тӑлӑпа тӑлласа ячӗ те вучах умне ват ҫынсен ушкӑнне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑкӑрпа тӑк ҫӑкӑрпа, тӑлӑпа тӑк тӑлӑпа.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслашшӗ, пӗр тӑлӑпа сӳтсе, Ленӑна чипер кӗрӗк ҫӗлесе панӑ.

Один тулуп распороли и из овчин сигали Лене отличную шубу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Е эсир ман пата хӗҫпӑшалсӑр пӗчченшерӗн килсен, эпӗ сире тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑрласа Англине илсе каятӑп та, суда паратӑп.

Если вы все придете ко мне сюда безоружные поодиночке, я обязуюсь заковать вас в кандалы, отвезти в Англию и предать справедливому суду.

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ӑна аялтан Миките ӑшӑтнӑ, ҫӳлтен — тӑлӑп, унӑн аллисемпе урисем кӑна шӑна пуҫланӑ, — аллисем тӑлӑп хӗррисене тытса выртнӑ пирки шӑннӑ, урисем — вӗсем ҫинчи тӑлӑпа пӗрмаях ҫил уҫа-уҫа янӑ пирки.

Ему было тепло снизу от Никиты, тепло и сверху от шубы; только руки, которыми он придерживал полы шубы по бокам Никиты, и ноги, с которых ветер беспрестанно сворачивал шубу, начинали зябнуть.

IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Суха турӗҫ, сӳрелерӗҫ, акрӗҫ, ҫӗрлесенче иккӗшӗ пӗр тӑлӑп витӗнсе, урапа айӗнче ҫывӑрчӗҫ, анчах Кавӗрле мучи ҫӗнӗ ывӑлӗ ӑна хӑй ҫумне куҫа курӑнман тӑлӑпа ҫав тери хытӑ тӑлласа хуни ҫинчен нихҫан та шарламарӗ.

Пахали, волочили, сеяли, ночевали под арбой, одеваясь одним тулупом, но никогда не говорил Гаврила о том, как крепко, незримой путой, привязал к себе его новый сын.

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Джима тимӗр тӑлӑ тӑхӑнтартса сӑнчӑрланӑ пулсан тата лайӑхрахчӗ те, анчах пире, чухӑнсене, тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑр ылтӑнпа кӗмӗл пекех килӗшсе каймаҫҫӗ.

Кандалы и цепи были бы на Джиме еще лучше, только это нам не к лицу при нашей бедности, вроде как золото и серебро.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫӗрле унӑн ашшӗ, аллӑ ҫулхи старик, хӗрӗн аллисене тӑлӑпа ҫыхса лартнӑ та пусмӑрласа намӑс ӗҫ тунӑ.

Ночью отец ее, пятидесятилетний старик, связал ей треногой руки и изнасиловал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шел, тӑлӑпа хывса пӑхас килмест, сивӗ.

Жаль, что холодно и не хочется скидать кожуха!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех