Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкӑп (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е пурсӑра та купӑста пуҫӗ пек тураса тӑкӑп! — хаяррӑн кӑшкӑрса, пурттипе сула-сула, Анука тытса пыракансем ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ҫаксене тата ытти нумай ҫитменлӗхсене те вырӑнсенче тӳрлетсе пырӑп, вӑл тӗлӗшпе эпӗ чылай ӗҫлетӗп, формальнӑй йывӑрлӑхсем пуррине-мӗнне пӑхмасӑрах ӗҫе хупласа тӑракан чинсемпе командирсене вырӑнӗсенчен кӑларнӑ, кирлӗ пулсан, эпӗ вӗсене ҫӗмӗрсе те тӑкӑп.

«Я буду исправлять эти и многие другие недочеты на местах, я принимаю ряд мер и буду принимать вплоть до смещения губящих дело чинов и командиров, несмотря на формальные затруднения, которые при необходимости буду ломать.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Тӑкӑп та, манран нимӗн те шыраса илеес ҫук эсӗ, ывӑлӑм, — тет Саша Трубка, куҫӗсене хӗссе тата ҫавӑнтах, тайкаланакан сӗтел ҫинче тӑма меллӗрех пултӑр тесе, урисене сарарах пусса.

— И пугну, ничего с меня не возьмешь, сынок, — ответила Саша Трубка, сморща глаз и раздвинув ноги, чтобы ловчее стоять на шатком столе.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Анчах астӑвӑр, ӳлӗмрен ман куҫ тӗлне ан пулӑр: пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкӑп

да глядите, не попадайтесь мне: а не то я вам, Иван Иванович, всю морду побью!

II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Капла, шӑтти-патти хӑтланса, хамӑнне те, шӑллӑмсенне те аркатса тӑкӑп кунне-тӑнӑҫне.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Рабочисен митингӗсенче большевиксене айӑн-ҫийӗн ҫӗмӗрсе тӑкӑп тесе сӑмах памалаччӗ…

Пообещал бы на митинге разбить большевиков…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Калаҫма тытӑнсан, вара е пӗлет ҫинче вут тухмалла ятласа тӑкӑп, е… е ҫапса ярӑн шуйттан арӑмне…»

Если заговорю, то либо выругаюсь так, что небо загорится, либо… либо вдарю чёртову бабу…»

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Йытӑ ҫурине лӑсканӑ пек лӑскаса тӑкӑп!

Измотаю, как цуцика!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ сана темӗн туса тӑкӑп, ху ӗмӗрне те шухӑшламаннине курӑн.

Да знаешь ли ты, что я с тобою сделаю то, чего ты и не воображаешь.

XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

2. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен йӗрӗхсен ячӗсене пӗтерсе тӑкӑп, вӗсене вара текех асӑнмӗҫ, ҫавӑн пекех суя пророксемпе усал сывлӑша ҫӗр ҫинчен хӑваласа ярӑп.

2. И будет в тот день, говорит Господь Саваоф, Я истреблю имена идолов с этой земли, и они не будут более упоминаемы, равно как лжепророков и нечистого духа удалю с земли.

Зах 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫавӑн чухне Ефремӗн ҫар ураписене, Иерусалимра утсене пӗтерсе тӑкӑп, вӑрҫӑ уххине аркатӑп; Вӑл вара халӑхсене канӑҫлӑх ҫитни ҫинчен пӗлтерӗ, Унӑн патшалӑхӗ тинӗсрен пуҫласа тинӗсе ҫитиех, юханшывран пуҫласа ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех пулӗ.

10. Тогда истреблю колесницы у Ефрема и коней в Иерусалиме, и сокрушен будет бранный лук; и Он возвестит мир народам, и владычество Его будет от моря до моря и от реки до концов земли.

Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче Аггее иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 21. Зоровавеле, Иудейӑна тытса тӑракана, кала: Эпӗ тӳпепе ҫӗре кисрентерӗп; 22. патшалӑхсенӗн аслӑ пуканне сирпӗтсе антарӑп, суя тӗнлӗ патшалӑхсен хӑватне пӗтерсе тӑкӑп, ҫар ураписене, вӗсем ҫинче ларакансене тӳнтерӗп, вӗсен учӗсемпе юланутҫисем пӗр-пӗрин хӗҫӗ айне ӳксе пӗтӗҫ.

20. И было слово Господне к Аггею вторично в двадцать четвертый день месяца, и сказано: 21. скажи Зоровавелю, правителю Иудеи: потрясу Я небо и землю; 22. и ниспровергну престолы царств, и истреблю силу царств языческих, опрокину колесницы и сидящих на них, и низринуты будут кони и всадники их, один мечом другого.

Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ сана пӗтерсе тӑкӑп та, сан патӑнта пурӑнакан та пулмӗ.

Я истреблю тебя, и не будет у тебя жителей, -

Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Аллӑма Иудея ҫине, Иерусалимӑн мӗнпур ҫынни ҫине тӑсӑп; ҫак вырӑнта юлнӑ Ваалсене тӗппипех пӗтерӗп, чӳк пуҫӗсемпе священниксен ятне те манӑҫтарӑп; 5. ҫурт тӑрринче тӑрса ҫӳлти ҫар ушкӑнне пуҫҫапакансене те, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата хӑйсен патши ячӗпе тупа туса пуҫҫапакансене те, 6. Ҫӳлхуҫаран уйрӑлса кайнисене те, Ҫӳлхуҫана шыраманнисене те, Ӑна тархасламаннисене те пӗтерсе тӑкӑп.

4. И простру руку Мою на Иудею и на всех жителей Иерусалима: истреблю с места сего остатки Ваала, имя жрецов со священниками, 5. и тех, которые на кровлях поклоняются воинству небесному, и тех поклоняющихся, которые клянутся Господом и клянутся царем своим, 6. и тех, которые отступили от Господа, не искали Господа и не вопрошали о Нем.

Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа: 3. ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗтерсе тӑкӑп, вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, йӗркесӗр пурӑнакансемпе ултава та пӗтерсе тӑкӑп; ҫынсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

2. Все истреблю с лица земли, говорит Господь: 3. истреблю людей и скот, истреблю птиц небесных и рыб морских, и соблазны вместе с нечестивыми; истреблю людей с лица земли, говорит Господь.

Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Санӑн ҫар ураписене тӗтӗмпе мӑкӑрлантарса ҫунтарса ярӑп, санӑн арӑсланусен ҫурисем хӗҫ айне пулӗҫ, эсӗ туртса илнӗ тупӑша ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӑп, санӑн элчӳсен сасси урӑх илтӗнмӗ.

И сожгу в дыму колесницы твои, и меч пожрет львенков твоих, и истреблю с земли добычу твою, и не будет более слышим голос послов твоих.

Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ассур, сан тӗлӗшрен вара Ҫӳлхуҫа ҫапла татса панӑ: текех сан ятлӑ йӑх пулмӗ; санӑн турру ҫуртӗнчи йӗрӗхсемпе кӗлеткесене пӗтерсе тӑкӑп; унта сан валли виле шӑтӑкӗ хатӗрлӗп, мӗншӗн тесессӗн санран йӗрӗнӗҫ.

14. А о тебе, Ассур, Господь определил: не будет более семени с твоим именем; из дома бога твоего истреблю истуканов и кумиров; приготовлю тебе в нем могилу, потому что ты будешь в презрении.

Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Халӗ Эпӗ унӑн сана тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, санӑн тӑллусене татса ывӑтӑп.

13. И ныне Я сокрушу ярмо его, лежащее на тебе, и узы твои разорву.

Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Санӑн таса теекен катусене кӑкласа тӑкӑп, санӑн хулусене тустарса тухӑп.

14. Искореню из среды твоей священные рощи твои и разорю города твои.

Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫакӑншӑн эпӗ куҫҫуль тӑкӑп, ӗсӗклесе йӗрӗп, ҫаратса хӑварнӑ, ҫарамас юлнӑ ҫын пек ҫӳрӗп, шакал пек ӳлӗп, страус пек макӑрӑп, 9. мӗншӗн тесен вӑл арканни чуна ыраттарать, ҫак инкек ӗнтӗ Иуда патне, ман халӑхӑмӑн хапхи патне, Иерусалим патнех ҫитрӗ.

8. Об этом буду я плакать и рыдать, буду ходить, как ограбленный и обнаженный, выть, как шакалы, и плакать, как страусы, 9. потому что болезненно поражение ее, дошло до Иуды, достигло даже до ворот народа моего, до Иерусалима.

Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех