Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкӑнчӗ (тĕпĕ: тӑкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗре пӗр купа тулӑ тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыратни кӑштах чарӑнсан витрене ярса тытрӗ ҫеҫ, туртса каснин ҫӗнӗ хумӗ пырса ҫапрӗ — витре сирпӗнсе кайрӗ, сӗт ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витрери шывӗ ҫӑтӑл-ҫатӑл туса хумханчӗ, тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Питех те хаяр ҫапӑҫусем пулса иртрӗҫ Хӗвелтухӑҫ Пруссире, нумай юн тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

…Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тӑкӑнчӗ Сулагаевӑн — хӑйӗн ҫӗнӗ хӑтине урлӑ та, тӑрӑх та виҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Паланов, аллӑран иртнӗ туллирех кӗлеткеллӗ арҫын, чалӑшшӑн уҫнӑ сарӑ ҫӳҫне аллипе темлерех сӑтӑрчӗ те, хӑмӑр костюмӗ ҫине шурӑ лӗкӗ тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗмрен ҫумӑрӗ тӑшман ҫине тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем тӑна кӗрсе те, пӑшалӗсене авӑрласа та ӗлкӗреймерӗҫ, вӗсен пуҫӗсем ҫине ҫутӑ хӗҫ ҫумӑрӗ тӑкӑнчӗ

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑнкӑрр! тӑкӑнчӗ турилкке ҫине пуянсен кӗмӗлӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ыйту ҫине ыйту тӑкӑнчӗ, унта та кунта йӑхӑлтатса кулни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахал тӑкӑнчӗ пек-и халӑх юнӗ? — терӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсем ҫине те вӗҫӗмсӗр вут тӑкӑнчӗ, вӗҫӗмсӗр чулпа тимӗр сапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗлӗм кӗлӗ шӑлаварӗ ҫине тӑкӑнчӗ — ҫын ӑна-кӑна асӑрхамарӗ те.

Пепел с трубки осыпался ему на шаровары — он не заметил этого.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Такам ҫыран хӗрринчен хӑпарчӗ пулас, хыҫалта шыва тӑпра шапӑртатса тӑкӑнчӗ, ҫын сывлани илтӗнчӗ.

Вскоре он услышал, как кто-то взбирается на берег, совсем близко под его ногами осыпается земля в воду, вот уж рядом слышно тяжелое дыханье.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тупӑсем те хушӑнчӗҫ пулмалла вырӑссен, тутарсен позицийӗсем ҫине вӗҫӗмсӗр етре тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑйӑр ҫӗре тӑкӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ҫапла, — терӗ Гез, — нумай укҫа тӑкӑнчӗ.

— Да, — сказал Гез, — были ухлопаны деньги.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫакӑнпа пӗр вӑхӑтрах тар тӗтӗмӗ ҫинелле вӑрмантан сахалтан та вунӑ ҫӗмрен килсе тӑкӑнчӗ, анчах тӗмсем сунарҫа аманасран хӳтӗлеҫҫӗ.

Почти одновременно с десяток стрел вылетело из леса на пороховой дым, но кусты помешали им ранить охотника.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӗр ҫав тери хӑвӑрт ҫаврӑннӑран мӗн пур мӑйӑр хуҫалӑхӗ курӑк хушшине сапаланса тӑкӑнчӗ; хӗр яштах тӳрленчӗ те — кӑштах шуранкаскер аллисене хыпаланчӑклӑн ҫӗклерӗ.

Девушка повернулась так живо, что все ореховое производство свалилось в траву; выпрямилась, встала и, несколько побледнев, оторопело приподняла руку.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӗсене ҫавӑрса пӑрахсан ал тупанӗ ҫине йӑлтӑркка юхӑм капӑррӑн тӑкӑнчӗ те Дюрок унпа выляма пикенчӗ — асамлӑ ҫак янӑравпа пӗр кӗвӗллӗн пупле-пупле укҫисене ывӑта-ывӑта айкашать.

Когда он их развернул, в его ладонь пролилась блестящая струя, и он стал играть ею, подбрасывать, говоря в такт этому волшебному звону.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех