Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкӑннӑ (тĕпĕ: тӑкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ун патӗнчен икӗ хутчен иртсе кайнӑ, ҫитменнипе кашнинчех сирень ҫеҫкийӗ тӑкӑннӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Васканипе краҫҫынӗ ку тӗле пӑртак тӑкӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав юшкӑн вӗт-ха кӳлӗ тавра тӑкӑннӑ та тӑвӑлта…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Арбузсемпе дыня ҫулҫисем вӗрекен шывпа сапнӑ пек пулса кайнӑ, тин чӑмӑртанма тытӑннӑ арбузсемпе дыньӑсем шӑрӑхпа пиҫе-пиҫе кайнӑ, йывӑҫ ҫинчи ҫимӗҫсем шана-шана кайса ҫӗре тӑкӑннӑ.

Будто обваренные кипятком, висели листья, завязи арбузов и дынь, вяли и падали на землю с деревьев плоды.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсен чечекӗсем тӑкӑннӑ, вӑррисем пулса ҫитнӗ, вӑл курӑксем хӑйсен пурӑнӑҫне пурӑнса ирттернӗ ӗнтӗ.

Отцвели их цветы, созрели семена, и они окончили свой жизненный круг.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тайгара тӑпрана ҫиелтен мӑк тата тӑкӑннӑ лӑсӑ витсе тӑрать.

Почвы в тайге покрыты подстилкой из мха и опавшей хвои.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Лӑсӑллӑ вӑрманта тӑпра ҫинче яланах тӑкӑннӑ лӑсӑ выртать.

Почва в хвойном лесу всегда усыпана опавшей хвоей.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чӳлмекри чуста тем чухлех тӑкӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла, ҫурри ем-ешӗллех тӑкӑннӑ ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тин тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем тӗлӗнмелле кавир пек сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Картлашка умӗнче — те краҫҫын тӑкӑннӑ вара — ҫывӑхран карталаннӑ уйӑх карти пек ҫаврашка сарӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр юпи пӗве хӗрринчех те, ун ҫути вӗтӗ-вӗтӗ хумсем ҫине кӗмӗл тӗпренчӗкӗсем пек тӑкӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ан калаҫӑр-ха кирлӗ мара! — ури ҫине тӑкӑннӑ чул ҫӑнӑхне шакканӑ май шӳтлерӗ аслӑ прораб.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗпе мӗн чухлӗ усӑ курни енчен ҫеҫ пӑхсан, ку вӑл чӑнахах та ҫапла, — никӗс пуканӗ ҫине тӑкӑннӑ раствора турпас татӑкӗпе хырса пӑрахрӗ Серебряков.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем, пӗр трубкӑна хунӑ-хуманах теприне илсе, е кӗскен те татӑклӑн хуравлаҫҫӗ, е сӑмаха тимӗр ҫивитти ҫине ҫумӑр тӑкӑннӑ пек сапа пуҫлаҫҫӗ; пӗрисене ӳкӗтлеҫҫӗ, теприсемпе ятлаҫсах каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсен сассине илтнӗ-илтменех йӑлтӑр ҫуталаҫҫӗ, — кампа мӗнле пуплесси ыйтӑва еплерех татса панинчен, ӗҫ тухнипе тухманнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ак сана янкӑр тӳперен тӑкӑннӑ ҫумӑр! — терӗ вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улмуҫҫи турачӗсем ҫинче ҫулҫӑсем те самаях сайраланнӑ — кӗшӗлех ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сукмак ҫине тӑкӑннӑ сарӑ ҫулҫӑсем анчах ура ярса пусмассерен наяннӑн чаштӑртата-чаштӑртата юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

— Пулӗ, теп, ара, тӑвар тӑкӑннӑ пулсан, вӑрҫасси те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

— Ха, тӑвар тӑкӑннӑ, — терӗ кухньӑра каштӑртатакан Алякка кинеми апат пӗҫерекен кинне.

Куҫарса пулӑш

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех