Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкӑнма (тĕпĕ: тӑкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑл-туйӑм тӑкӑнма пултарӗ, ҫавӑнпа шалти сасса ан итлӗр, туссен сӗнӗвӗсене шута илӗр.

Ваши эмоции могут перехлёстывать через край, поэтому не нужно доверять интуиции, прислушайтесь к советам друзей и здравому смыслу.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юр пӗр шелсӗр тӳперен тӑкӑнма тытӑнчӗ, ҫил вӑйланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр кун куҫҫуль тӑкӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимӗр тӗкӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чӑнкӑртатса ҫӗре тӑкӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ун хыҫҫӑн ҫулҫӑсем тӑкӑнма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унччен те пулмарӗ — пуҫларӗҫ минӑсем тӑкӑнма

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавна тӳре-шара штукатурка тӑкӑнма пуҫланипе сӑлтавланӑ.

Данная работа по объяснению чиновника связана с тем, что начала отслаиваться штукатурка.

Хулари Нарспи ӑҫта кайса кӗнӗ? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35023.html

— Эпир чӑнласах ҫывӑрса кайсан погрузчик транспортерӗ хӑпартакан тырӑ аялалла, рельссем ҫине, тӑкӑнма пуҫлать-иҫ!

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Алли унӑн куркана тытаймасть те, халь-халь ӳкерет, тейӗн, сиксе чӗтрет, ҫавна май куркари шыв йӑрӑлтатса урайне тӑкӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫулҫӑсем пӗршӗнме е тӑкӑнма ӗлкӗреймен-ха.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫилли вӗресех тӑкӑнма пуҫланипе вӑл ӗнтӗ хӑйпе хӑй те ҫавӑрса калаҫайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӗрпе каччӑ, хӑйсене вӗресех тӑкӑнма парас мар тесе, вӗри, пылак чуппа ҫилӗмӗпе ҫилӗмленсе ҫыпӑҫнӑ тутисене чап! уйӑрчӗҫ те вӑрӑммӑн сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак тата йӗпхӳ те йӑсласах тӑкӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫине тӑкӑнма кӗпу-йӗмӳ ҫук, ҫурмаккай!

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫаралнӑ ҫулҫӑсем шӑпӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пирӗн урпа типсе кайнӑ, тӑкӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ура айӗнче тин ҫеҫ тӑкӑнма пуҫланӑ тап-таса ҫулҫӑ чӑштӑртатать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль те витререн тӑкнӑ пек ҫӑвакан ҫумӑр унӑн ӗнчи ҫине шапӑртатса тӑкӑнма тытӑнчӗ, кӗҫех хӗве юхса анчӗ.

Зато дождь, который лил как из ведра, с силой забарабанил ему по затылку, ручейки воды потекли за шиворот.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӑхӑрвунӑ ҫул тултарнӑ струльдбругсен юлашки шӑлӗсем тухса ӳкеҫҫӗ, ҫӳҫӗсем тӑкӑнма тытӑнаҫҫӗ.

В девяносто лет у струльдбругов выпадают зубы и волосы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех