Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑкӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах пирӗн салтаксем вырнаҫнӑ вӑрмана бомбӑсем тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирина ашшӗне пулӑшма тӑрӑшрӗ, анчах нимӗн те пулма пӗлмерӗ, тытнӑ япалисем пурте урайне тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Уяр тӑнӑ вӑхӑтра саваннӑсенчи курӑк йӑлтах ӗнсе каять, йывӑҫ ҫулҫисем тӑкӑнаҫҫӗ, пӗчӗк ҫырма шывӗсем, юхан шывсем типсе лараҫҫӗ.

Во время засухи в саваннах совершенно выгорает трава, опадают листья па деревьях, пересыхают ручьи и реки.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн сӑмахӗсем Соколов ҫине пӑрҫа пек тӑкӑнаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗтӗм ҫак тавралӑха ылтӑн ярӑмлӑ хӗвел пайӑркисем тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Темшӗн питӗ час тӑкӑнаҫҫӗ унӑн ҫеҫкисем, талӑк та лармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫӑлтӑрсем ҫӗре тӑкӑнас пек ҫиҫсе-сиксе выляҫҫӗ, хӑшӗсем ҫӗре те тӑкӑнаҫҫӗ, шур ҫеҫкеллӗ садра кайӑксем юрлаҫҫӗ — ҫакӑн пек илемлӗ ҫӗр Павӑл крыльца ҫинче пуҫне чиксе ларать, арӑмӗ чӑланта минтере куҫҫульпе йӗпетсе выртать…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Куҫне уҫать те хайхискер: ҫил-тӑманлӑ хӗллехи каҫ мар — хӗвеллӗ ҫурхи кун, ҫӗр ҫине юр мар сапӑнать — шап-шурӑ ҫеҫкере ларакан ҫӗмӗрт ҫеҫкисем вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗҫенкайӑксем вара ун чухне ҫумӑр пӗрчи ӳкнӗ пек кӳлле тӑкӑнаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таш ташласа ӗҫкӗ ӗҫнӗ ҫийӗнчех Майра патша ҫынсем суйлать тинкерсех, Улпутсемпе хуҫасенӗн парнисем Унӑн умне тӑкӑнаҫҫӗ кӳнисем…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсен анчах сарӑлма пуҫланӑ ҫемҫе кӑчкисем имҫампа часах вӗтеленсе ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫуркунне иртерех ҫурӑлнӑ йывӑҫ ҫулҫисем кӗркунне те маларах саралаҫҫӗ, иртерех тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ылтӑн ҫулҫӑсем ҫӗрелле тӑкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Тырра кӑкланӑ чух пучахӗнчен ан тыт, ватса пӗрчисем тӑкӑнаҫҫӗ, хӑмӑлне ҫӗр ҫумӗнчен тытса тӑпӑлтар, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Выҫӑ вилеҫҫӗ ҫынсем, сивӗпе аптраҫҫӗ, чир-чӗрпе тӑкӑнаҫҫӗ.

Голодные люди страдали от холода, болели сердечными заболеваниями.

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑҫалхи кӗр тумӗ чӑн-чӑн ылтӑн тӗслех: сарӑ та йӑм-хӗрлӗ вӗрене ҫулҫисем калама ҫук илемлӗн ҫӗр ҫине пӗрерӗн-пӗрерӗн вӗлкӗшсе ӳкеҫҫӗ, ӑвӑс ҫулҫисем те ылтӑн укҫа пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе тӑкӑнаҫҫӗ, эрешмен картисем халӗ те пурҫӑн ҫип пек унталла-кунталла вӗҫеҫҫӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем кӑна шухӑша ӳксе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Витӗр курӑнакан тумламсем янахӗпе пӳрнисем тӑрӑх ҫумӑрла юха-юха тӑкӑнаҫҫӗ.

Прозрачные капли дождем стекали по его подбородку и пальцам.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл хуравламарӗ, унӑн ӳсӗр шухӑшӗсем, тӑват уран упаленекенскерсем, кӗрет сӗмсӗрлӗхпе тата каппайчӑклӑхпа вӗҫкӗнленес йӳтӗмрен тӑкӑнаҫҫӗ.

Он не ответил, его пьяные мысли, ползающие на четвереньках, сбивались в желание щегольнуть явной бесцеремонностью и апломбом.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Йӗнер ҫумӗнчи уҫӑ сумкка хуппи ут утмассерен чӗтрене-чӗтрене хутланать, унран пӗр-пӗрин тӑрӑх шӑва-шӑва анса, сӑран борт хӗрринче ҫаврӑна-ҫаврӑна суркӑчланӑ конвертсем ҫӗре тӑкӑнаҫҫӗ.

У седла лошади при каждом шаге вздрагивала откинутая крышка сумки, откуда, скользя друг по другу и перевертываясь на краю кожаного борта, сваливались запечатанные конверты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ҫумӑр ҫума чарӑнчӗ, анчах чӑтлӑх вӑрманта пур ҫӗрте те йӗп-йӗпех, йывӑҫсем ҫинчен шултра тумламсем тӑкӑнаҫҫӗ, ҫитменнине вӑрӑмтунасем пӗлӗт пекех сӑрӑнаҫҫӗ.

Дождь прекратился, но в густом лесу все было мокро, с деревьев падали крупные капли и тучами роились комары.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех